07 ноября 2015 г.
![Шур Кĕркури хĕрĕ Кира Шур Кĕркури хĕрĕ Кира](../UserFiles/news/20151109/fscn6027_Preview.jpg)
Пирĕн ĕç ветеранĕсем тĕрлĕ сферăра вăй хурса Тăван çĕршыва нумай усă кÿнĕ. Мачамăшра пурăнакан Кира Григорьевна Иванова Шăхаль, Малтикас Ялтăра, Хăмăш ялĕсенчи шкулсенче çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассишĕн 40 çула яхăн тăрăшнă. Пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă ветеранпа нумаях пулмасть тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
Эпĕ пынă чух Кира Григорьевна газ плити умĕнче ăшталанатчĕ. Мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсенех ветеран ăшшăн кулса илчĕ. Зала иртме чĕнчĕ. Сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр. Кунта «Çĕнтерÿ çулĕн» номерĕсем выртаççĕ. «Район хаçатне питĕ юратса вулатăп, хăна пекех ăна кĕтетĕп», – терĕ пĕччен пурăнакан Кира Григорьевна. Чун апачĕ ватти-вĕттине те кирлине сÿтсе явнă хыççăн пирĕн тĕп калаçу пуçланчĕ.
– Кира Григорьевна, сирĕнни пек ят чăваш ялĕсенче сайра хутра тĕл пулать. Ытларахăшĕ – Наçтуç, Варук, Сухви, Лисук, Кĕтерук...
– Çапла ара. «Кира» ята мана иккĕмĕш сыпăкри пиччем – Иван Ильич Ундрицов – панă. Вăл Хапăс шкулĕнче учительте ĕçленĕ. Питĕ ăслă-тăнлăччĕ. Вăл çак ята каланă та – килте пурте килĕшнĕ. Эпĕ сăн-сăпат енчен аттене пăхнă. Ăна шурă çÿçлĕрен хамăр Уйпуç Ялтăрара (маларах Калинино районне, халĕ Çĕмĕрле районне кĕрет.–авт.) Шур Кĕркури тетчĕç. Пĕррехинче вара шалу илнĕ чух çапла шÿтлерĕм: «Халĕ эпĕ Шур Кĕркури хĕрĕ Кира Григорьевна тесе алă пусрăм». Учительсем пĕри те тепри ман еннелле кулкаласа пăхса илчĕç. Эпĕ те атте пекех çутă çÿçлĕччĕ.
– Çемье йышлă пулнă-и?
– Анне – Анна Ильинична – умлă-хыçлă 9 ача çуратнă. Шел пулин те виçĕ пĕртăван пĕчĕклех чирлесе вилнĕ. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Аннен черченкĕ хулпуççи çине хуйхă-суйхă тата тиенет. Ун чухне ман атте – Григорий Петрович Ундрицов – Чапаев ячĕллĕ колхозăн чи пĕрремĕш председателĕ пулнă. Ăна кулаксене пулăшнă тесе 1933 çулта 3 çуллăха тĕрмене хупмалла тунă. Эпĕ вăл вăхăтра кăкăр ачи пулнă. Манăн халь политика репрессийĕсенчен шар курнине ĕнентерекен свидетельство та пур. Çăмăллăхсемпе усă куратăп. Аттен таса ятне 1962 çулта тавăрнă. Шутлатăп та, анне тертлĕ-асаплă пурнăçа мĕнле чăтнă-ши тетĕп. Каçсерен минтере вĕри куççуль йĕпетнĕ пулин те ал усман вăл. Пурнăç лайăхланасса чун-чĕререн шаннă. Анне хутла пĕлмен. Самана улшăнсан пĕлÿсĕрлĕхе пĕтерессипе тĕллевлĕн ĕçлеме пуçларĕç. Клубсенче ятарлă вĕренÿсем ирттеретчĕç. Хутла пĕлекен пулас килетчĕ те аннепе пĕрле вĕренме çÿреттĕм. Кашни кун тетрадь паратчĕç. Куншăн вара калама çук хĕпĕртеттĕм.
Атте вĕреннĕ çын пулнă, колхоз тилхепине çирĕп тытса пынă. Пултаруллă ертÿçĕ пулнăран Мускавра халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне кайма тивĕçнĕ. Атте ун чухне шкулсенче нимĕç чĕлхи вĕрентессине пĕлнĕ те пире валли учебниксем илсе килнĕ. Тăван ялта, Уйпуç Ялтăрара, çак кĕнекесем никамăн та пулман, нимĕçле вулама вĕренме пирĕн пата килетчĕç. Сăмах май каласассăн, эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чăваш тата вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулма вĕреннĕ чухне нимĕç чĕлхи енĕпе факультатив та пĕтернĕ.
– Сирĕн пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлме тивнĕ.
– Ачалăхăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă çулсене килчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнтăмăр. Юрать, выльăх-чĕрлĕх тытни пурнăçа сыпăнтаркаласа пыма пулăшатчĕ. Çитĕннисемпе тан уй-хирте ĕçленĕ. Киле каймасăр çĕр каçнă. Кăвак шуçăмлах ĕçе пуçăннă. Тертлĕ-асаплă пулсан та самана йывăрлăхне пăхмасăр малаллах талпăннă. Анне каланипе ĕç кунĕсене ун ячĕпе çыртарни те темиçе хут пулнă. Тар кăларса ĕçленĕрен хура çăкăр сăмсирен тутли нимĕн те çук пек туйăнатчĕ. Ĕçре те, шкулта та хастар пулма тăрăшаттăм. Вăрçă тухсан ялти шкула хупрĕç те пире Юманайри пĕлÿ çуртне куçарчĕç.
– Вăрçă чарăннă куна астăватăр-и?
– Эпĕ шкула питĕ ир тăрса каяттăм. Мана анне: «Кира хĕрĕм, хĕвел тухнă-тухман çула ан тух. Кашкăрсем тĕлне ак лекĕн»,– тетчĕ шикленсе. 1945 çулхи май уйăхĕнче çанталăк ăшăччĕ. Юманайри икĕ хутлă шкул умне çитрĕм те çăвара карсах пăрахрăм. Чÿречесене йăлтах уçса янă. Учительсем савăнса кăшкăрашаççĕ, çав вăхăтрах йĕрсе те илеççĕ. Кĕçех калама çук савăнăçлă хыпар пĕлтĕм: Совет çарĕсем нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитрĕ! Шкул ачисене пĕр çĕре пуçтарчĕç. Манăн музыка туйăмĕ лайăхчĕ. Çавăнпа тепĕр ачапа пĕрле «Священная война» юрра пуçлама хушрĕç. Пысăк яваплă ĕç шанса панăн туйăнчĕ. Пирĕн хыççăн пурте – ачасем те, учительсем те – юрра шăрантарма пикенчĕç. Çак кун пире уроксем вĕрентмерĕç, киле ячĕç.
– Пурнăçра, ĕçре пысăк утăм тума пулăшакансене, тĕрĕс çул-йĕр кăтартакансене эпир яланах тав тăватпăр. Эсир камсем пирки ырă сăмах калама пултаратăр?
– Аттепе анне хыççăн ман пурнăçра пичче Гермоген Ундрицов пысăк вырăн йышăнчĕ. Вăл Хусанта юридици институтне пĕтернĕ. РСФСР Аслă сучĕн судйи пулнă. Пиччене ĕçри пултарулăхшăн «РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ» хисеплĕ ят панă. Паянхи пекех астăватăп. Шкултан вĕренсе тухрăм та мĕнле професси алла илмелли çинчен пуçа вататăп. Пичче мана:«Эсĕ учитель ĕçĕ питĕ килĕшет тесе пĕрре мар калаçаттăнччĕ-çке. Пĕр шутламасăр Шупашкарти пединститута заявлени кайса пар»,– терĕ. Тăвана итлерĕм, студентка пулса тăтăм. Пичче ырă канашпа та, укçа-тенкĕпе те нумай пулăшрĕ. Шел пулин те вăл халĕ çут тĕнчере çук. Нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Пирĕн Ундрицовсен ратĕнчен çыравçă та тухнă. Вăл – Иван Ахах поэт, публицист, граждан вăрçин участникĕ. Унăн сăввисене-хайлавĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлетĕп. Уйпуç Ялтăрари пĕр урам халĕ Ундрицов-Ахах ячĕпе хисепленет. Тăванăмпа мăнаçланатăп, унăн ятне яланах çÿлте тытса пыма тăрăшнă. Паллах, хама пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă педагогсене – Манефа Викторовна Ластухинăна, Степан Матвеевич Дьяконова тата ыттисене – ырăпа кăна аса илетĕп. Вĕрентес ĕçри пĕлÿ-хăнăху пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мана Вăрманкасри Данил Дмитриевич Зубов, Павел Андреевич Оськин, Павел Григорьевич Григорьев вĕрентекенсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
– Шкул пурнăçĕнче интереслĕ самантсем пулнă-и?
– Шăхальте, Хăмăшра, Малтикас Ялтăрара ачасене вĕрентрĕм. Паллах, шкул пурнăçĕ кулăшла самантсемсĕр мар. Пĕр ача «р» сасса калаймастчĕ. «Кира Григорьевна» тесе чĕнме ăна чĕр нушаччĕ. Пĕррехинче учительсен пÿлĕмĕ патне пынă та:«Хĕрлĕ кофтăллине тухма калăр-ха»,– тенĕ. Çакăн хыççăн вĕрентекенсем эпĕ кĕрсенех: «Акă, хĕрлĕ кофтăлли килчĕ», – тесе шÿтлекелесе илетчĕç.
– Турă пÿрни кил умнех килчĕ-и?
– Шкулсенче кадрсем çитместчĕç те пединститутра икĕ курс пĕтерсессĕнех направленипе Шăхаль шкулне ячĕç. Манпа пĕр вăхăтра тепĕр çамрăк хĕр-специалист та килчĕ. Кунта ĕçлекен историпе географи учителĕ – Алексей Иванович Иванов – иксĕмĕре сăнарĕ-сăнарĕ те ман еннелле çула такăрлатма пуçларĕ. Эпĕ те ăна кăмăлларăм, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтак хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе килĕшетчĕ. 1952 çулта çемье çавăртăмăр.
– Кира Григорьевна, сире виçĕ ача амăшĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
– Йăмăкăн Лизăн упăшки шалкăм çапнипе çĕрĕ кĕчĕ. Йăмăк куляннипе хытă чирлесе кайрĕ, тухтăрсем çăлса хăвараймарĕç. Эпĕ ун чухне, 1970 çулта, Малтикас Ялтăрара шкул директорĕнче ĕçлеттĕм. Хам вырăна Иван Михайлович Смирнов учителе хăвартăм та пиччепе пĕрле Чукоткăри Анадырь хулине самолетпа вĕçрĕмĕр. Йăмăка тирпейлесе пытарсан унăн пилĕк çулти ывăлне Игоре хамăр хÿтте илтĕмĕр.
Ывăлăм Владислав Мускаври авиаци институтне пĕтернĕ. Халĕ Дон çинчи Ростовра вертолет заводĕнчи конструкторсен бюровĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Вăл Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа та калаçса курнă. Хĕрĕм Светлана Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн геологи факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Пĕр вăхăт наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлерĕ, халĕ бухгалтерта тимлет. Игорь та пурнăçра хăйĕн вырăнне тупрĕ, Владислав патĕнче тăрăшать. Манăн пилĕк мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук.
– Эсир пĕлтĕр хĕл каçма Мускава хĕр патне кайнă. Мĕншĕн кăçал ялтах юлтăр?
– Çĕршывăн тĕп хулинче лайăх паллах. Хĕрпе кĕрÿ мана яланах тарават. Мăнукăмсем те ăшшăн калаçаççĕ, хисеплеççĕ. Акă мартăн 1-мĕшĕнче Костя мăнукăм ман пÿлĕме пы-ысăк чечек çыххи йăтса кĕчĕ. «Кукам, çуралнă кун ячĕпе саламлатăп»,– терĕ. Питĕ хĕпĕртерĕм. Çапах та кăçал Мачамăшрах юлма шутларăм. Эпĕ сывлăш пÿлĕннипе аптратăп. Мана ялта аванрах. Хуларипе танлаштарсан кунта сывлăш уçăрах та, тасарах та. Тата тăван ен чĕнĕвĕ хытах илĕртет пулас. Кил-çурт умĕнче ÿсекен йăмрасемшĕн те тунсăхлатăп. Вĕсене эпир мăшăрпа çемье чăмăртасан тата ачасем çуралсан лартнă. Йăмрасем çине пăхсанах çамрăк чухнехине, мăшăрпа пĕрле пурăннине аса илетĕп. Хальхи вăхăтра ĕмĕре пĕчченех ĕмĕрлетĕп пулин те тунсăх пусса илмен-ха. Мана Мачамăшри Лида Павлова пăхса-асăрхаса тăрать. Тата Шупашкарти Толя шăллăм, Украинăри Зина йăмăк, ывăлпа хĕр, Лиза йăмăкăн ывăлĕ, мăнуксем сывлăхпа кăсăклансах тăраççĕ.
– Калаçушăн тавтапуç. Сывлăх çирĕп, кăмăл çĕкленÿллĕ пултăр.
Е.Порфирьева.