Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нуша-кирпĕч

07 ноября 2015 г.

Ниçта та мар, Мускава, Раççейĕн тĕп хулине, выставкăна чĕнеççĕ Сахрун Ваççильча! У-у-ух! Тинех çитрĕ ĕмĕтленни! Хăйĕн çур пурнăçне панă çак самантшăн Сахрун Ваççильч. Халĕ ĕмĕтленни, акă, çитрĕ. Выставкăна, выставкăна! Мускава, Мускава! Чаплă сăмахсемпе çырнă хута чĕри тĕлне пăчăртаса тытса ачалла сикрĕ арçын ĕç пÿлĕмĕнче. Мĕнле-ха савăнмăн, мĕнле-ха хĕпĕртесе сикмĕн, санăн тăрăшулăхна Кремльте мар пулсан та, çавăнтан инçех мар утса çÿрекен пысăк çынсем асăрханă-çке. Паллах ĕнтĕ, Сахрун Ваççильч хăй те çине тăчĕ-ха, çырусем яркаларĕ, паллаштармаллипех паллаштарчĕ, шăнкăравласа та пăхрĕ. Акă халĕ чĕнеççĕ, кил, теççĕ, çĕршыва хăвăнпа, ху ертсе пыракан заводпа паллаштар, теççĕ, сан пек пултаруллă çынсене кашни пĕлсе тăмалла, теççĕ...

Ах, юлташĕсем ăмсаннипе палан пек пат! çурăлса ан кайччăр тата. Вĕсенчен пиçмест, Сахрун Ваççильч вара – пултарать. Мускава çити хăй ятне сарать. Ăмсанччăр ара, ăмсанччăр! Юриех тата, акă, хăшне-пĕрне ăсатма чĕнсен те аван. Пĕлĕшĕсене, арăмĕ-ачи-пăчисене каласа паччăр. Вара ят районта кăна мар, пĕтĕм республикипе кĕрлесе тăрĕ, чап тени хĕвелтен те хытăрах ялкăшса çунĕ.

Сахрун Ваççильч кăшт лăпланнă пек пулчĕ те пÿлĕмĕнчи кĕтесре вырнаçнă хăй ăсталанă пĕчĕк выставка патне пырса тăчĕ. Кунта вăл чĕрĕк ĕмĕр ертсе пыракан райцентрти кирпĕч завочĕн продукцийĕ. Ара, кирпĕч завочĕн продукцийĕ мĕн пултăр ĕнтĕ вăл? Паллах – кирпĕч! Ку тĕсли те, ку тĕрли те пур кунта. Вăл çулта кăларни те, ку çулта калăплани те. Нимĕн те манăçман, пурте кунта! Ара, çакă тăм таткисем, вĕри кăмакара пиçсе тухнăскерсем, Сахрун Ваççильча килте ÿссе ура çине тăнă ачисем пекех хаклă та çывăх, чĕрере упранаççĕ. Вĕсем пирки вăл пĕр чарăнми сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Тен, Сахрун Ваççильч килти пирки, ачисем пирки çак заводран, çак кирпĕчсенчен сахалрах та пĕлет пулĕ, кусем вара – пурнăç тупсăмĕ, кун-çул тĕшши.

Нумаях пулмасть тата Сахрун Ваççильч тăрăшнипе завод тĕрлĕ тĕслĕ кирпĕч кăларма пуçларĕ. Таврара çук ун пекки. Эх, туянаççĕ те вара çурт-йĕр тăвакансем! Директорăн савăнăçне пĕлес пулсан! Çак кирпĕчсене кăтартма каймалла та ĕнтĕ унăн Мускава.

... Çула тухас кун Сахрун Ваççильч тусĕсем патне шăнкăравларĕ, сывпуллашас умĕн пĕчĕк ĕçкĕ туса илес терĕ. Нумайăн мар, пĕр виç- тăват çын пулсан çитет, терĕ. Шутласа çÿренĕ хыççăн карта урлă вырнаçнă хăш-пĕр предприятисен пуçлăхĕсене чĕнме шут тытрĕ. «Тимошкина хăварас мар, – сасăпах калаçрĕ хăй тĕллĕн вăл. – Шÿт ăстине пултарать. Пумилккене килмеççĕ вĕт, савăнăçлă пултăр ĕçкĕ-çикĕ».

Пÿлĕме кĕнĕ-кĕмен хăнасем икĕ пысăк сумка ларнине асăрхарĕç. Пĕринче Сахрун Ваççильч Мускавра пурăнакан аппăшĕ валли хатĕрленĕ аш-какай, ытти апат-çимĕç пулчĕ, тепринче тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ хурмăллă кирпĕч выртрĕ.

– Эсир, эсир йăтса пăхăр! – йăл-йăл çиçрĕ пÿлĕм хуçи. – ÿркенместĕп вĕт.

– Ой-ой! – терĕç лешсем. – Мĕнле йăтса çитерес тетĕн? Е пулăшма çын илетĕн-и пĕрле?

– Кирлĕ мар... – ал сулчĕ директор. – Ăçта çĕр каçарас манăн ăна? Аппа патĕнче выртса тăрас тетĕп те...

Темиçе черкке сыпнă хыççăн, ăша çемçетекен чап сăмахĕсене нумай-нумай итленĕ майăн кăшт уçăлса илес терĕç. Сахрун Ваççильч хăйĕн юлашки кăтартăвĕсене каласа хăварма цеха утрĕ...

Тимошкин вара... Тăратчĕ вăл тĕттĕм кĕтесре чĕç туса. Курах кайрĕ пĕр купа брак кирпĕч выртнине! «Выставкăран та выставка мар-и вара кунта!» – кăшкăрсах ячĕ вăл. Чăн та, мĕнли кăна çук пулĕ! Пĕр дизайнер та, пĕр технолог та шухăшласа кăлараймĕ. Тĕнчери пĕр скульпторăн та таланчĕ вĕри кăмакан ăсталăхне çитес çук. Ай тур-тур, мĕн тĕрлĕ фигура, мĕн тĕрлĕ фантази!

Тимошкин вара... Тимошкин вара лĕх-лĕх кулса илчĕ те директор пÿлĕмне васкарĕ, пĕчĕк миххе хунă пĕр кирпĕче сумккăран кăларчĕ те ун вырăнне кĕтесре асăрханă ытарайми хитре фигурăллă, алла лекнĕ чул муклашкине вырнаçтарчĕ.

Сыв пуллашу малалла татах та савăнăçлăрах иртрĕ.

... Сахрун Ваççильч тар кăларса метроран метрона утрĕ. Райцентрта çăмăллăн таякан сумккăсем йывăрлансах çитрĕç. Анчах та чĕрийĕ пĕр чарăнми сике-сике «Выставкăна, выставкăна!» тесе чĕнчĕ.

Акă вăл – выставка! Сахрун Ваççильч тĕлĕксенче пĕрре мар курнă выставка! Епле чаплă çынсем, епле хитре хĕр-упраç! Вĕсенчен пĕр-иккĕшĕ аякран эхлетсе çитнĕ арçын патне çывхарчĕç те тараватлăн сывлăх сунчĕç, Сахрун Ваççильча тĕрлĕ кирпĕч тĕслĕхĕсене кăтартакан павильона илсе çитерчĕç.

– Акă, – терĕç, – çын ÿркенмен, алă вĕççĕн йăтса çитернĕ выставка экспоначĕсене.

Пĕрре тĕлĕнсе, тепре мухтаса пăхрĕç тăрăшуллă директор çине. Лешĕ васкамасăр, мăнаçлăн, юриех вăхăта тăснăн кăларчĕ хаклă туприне пысăк сумкăран. Пĕр кирпĕч, иккĕ, виççĕ... Тăваттăмĕшĕ... Ах, мур илесшĕ! Чăлтах сиксе тухрĕ пур çын умне кукăрăлса-авăнса пĕтнĕ хĕрлĕ-кăвак-симĕс-хура тĕслĕ ăçтиçук кирпĕч! Сахрун Ваççильч хăвăрт кăна каялла перес тенĕччĕ ăна, анчах çынсем: «Ну-ка, ну-ка, кăтарт-ха, кăтарт!» – терĕç те аллинченех туртса илчĕç.

Сахрун Ваççильч çамки çине татах та нумайрах тар пĕрчисем сиксе тухрĕç. Темĕн урăххи каласшăнччĕ вăл, анчах та чĕлхи урăхла пÿплерĕ:

– Эпĕ ăна юриех пĕрле илтĕм. Пĕлччĕр выставкăна килекенсем: йывăррăн çуралать кирпĕч тени. Нушталанса пулать. Тĕллев патне çитесси – чĕр тамăк!

Павильонри çынсем аллисене тăсрĕç, апла та капла çавăркаласа тĕсерĕç Сахрун Ваççильчăн чаплă продукцине. Ăна выставкăра кăтартма йышăнчĕç.

... Акă ĕнтĕ выставка хупăнать. Çĕнтерÿçĕсене паллă тăваççĕ. Сахрун Ваççильч ытахальтен тенĕ пек çынсем кĕпĕрленнĕ вырăна пырса тăчĕ. Кирпĕч-тăм продукцийĕсем пирки сăмах çитсен, хăлхине чăлт тăратрĕ. Пĕрне ырларĕç, теприне, ылтăнпа çапса çырнă хутсемпе медальсем пачĕç. Кĕтмен-çĕртен унăн ячĕ те сикрĕ-тухрĕ. «Эпир, – терĕ выставкăна йĕркелекенсенчен пĕри, – çĕнĕ номинаци уçас терĕмĕр, «Нуша кирпĕч» тесе ят патăмăр ăна. Унăн çĕнтерÿçи – Сахрун Ваççильч!»

Сахрун Ваççильч малтанах кăшт кÿренме те пăхрĕ, анчах та çавăнтах хăйĕн мăнаçлăхне туйса илчĕ те кăкăрне малалла кăларса трибуна еннелле таплаттарчĕ, мăйне медаль çакса янине те, алла хитре хут тыттарнине те сиссе юлаймарĕ.

Тăван завода çитсен директор тÿрех пÿлĕмĕнчи хăй йĕркеленĕ выставка патне пычĕ. Чи курăнмалли вырăна Мускава илсе кайса килнĕ нуша кирпĕче вырнаçтарса хучĕ, ун çийĕн Хисеп грамотипе медаль çакрĕ.

Çав кунах Тимошкин персе çитрĕ.

– Ну, мĕнле кайса килтĕн, мĕнле чаплă хыпарпа таврăнтăн? – ыйтрĕ вăл.

– Акă, – терĕ лешĕ, – награда пачĕç. Темле асăрхамасăр çак кирпĕче çаклатса кайнă та, питĕ килĕшрĕ вăл пурне те.

– Хм, – мăшлатрĕ Тимошкин. – Çакăншăн та парне илме пулать-и вара?

– Хăвах куратăн, – терĕ Сахрун Ваççильч. – Талант вăл нушаланмасăр пулмасть. Ăна çитĕнтерме ыттисен, ав, çунсах каймалла. Тулĕк яланах асăрхамаççĕ çакна. Пурте чаплă та пулаймаççĕ, анчах кашнин хăйне евĕрлĕ илем, тасалăх. Тен, мăнаçлăх та. Çакна ăнланчĕç Мускавра.

Нуша-кирпĕч халĕ те директор кабинетĕнче чи чаплă вырăнта.

Валентин КОНСТАНТИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика