07 ноября 2015 г.
Шупашкарта наци библиотекинче хурт-хăмăр ăстисен «Пыл хуртне пулăшасчĕ» пĕрремĕш форумĕ иртрĕ. Съезда çав тери чаплă хатĕрленнĕ. Уйрăмах хурт-хăмăрпа ĕçленĕ чухне усă курмалли ĕç хатĕрĕсен тата кĕнекесен, журналсен, брошюрăсен куравĕ, пыл хурчĕсен продукцийĕсем тата вĕсенчен хатĕрленĕ тĕрлĕ рецептсем тÿрех куç умне тухса тăчĕç.
Форума 150 ытла хурт-хăмăр ăсти хутшăнчĕ. Съезда килнĕ кашни çынна форум программипе тивĕçтерчĕç. Хамăр республикăри ăстасемсĕр пуçне кÿршĕллĕ Тутар, Мари Республикисенчен, Ульяновск тата Чулхула облаçĕсенчен те хăнасем чылаййăн пуçтарăнчĕç.
Сцена çине йĕркелÿ комитечĕн членĕсем тухсан пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. «Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç» пĕрлешĕвĕн членĕсем Н.П.Пирожков, А.И.Федоров, И. М.Федоров, Д.П.Лобастов хăйсемпе паллаштарса саламлă сăмах каларĕç тата форума мĕнле тĕллевпе йĕркеленине палăртса хăварчĕç.
Съезда саламлă сăмах каласа ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.П.Якимов уçрĕ. Вăл хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç çав тери кăткăс та сумлă пулнине палăртса хăварчĕ, форума пуçтарăннисене ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех пухура ял хуçалăх наукисен докторĕ И.Н.Мадебейкин профессор сăмах тухса каларĕ. Вăл çут çанталăкра пысăк улшăнусем пулса иртнипе хурт-хăмăрçăсем умне йывăрлăхсем тухса тăнишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Пыл хурчĕсем килĕштерекен тата пыл нумай паракан чечексем утар тавралла нумай пулмаллине палăртса хăварчĕ.
Хурт-хăмăр ĕçĕ енĕпе тимлекен организацин тĕп директорĕ Г.А.Максимов Чăваш енри хурт-хăмăрçăсен çитĕнĕвĕсем пысăк пулнине палăртни те форума пуçтарăннисене савăнтарчĕ. Мари Республикинчен килнĕ хурт-хăмăрçăсен ертÿçи В.Ф.Южаков вырăнти ĕçе еплерех йĕркелесе пыни, Рязань облаçĕнчи Рыбный хулинчи хурт-хăмăр академийĕнчи Н.Л.Попова доцент çĕнĕлĕхсемпе ĕçлесен çеç пысăк тупăш илме пулни çинчен каларĕç. Çавăн пекех Раççей ял хуçалăх академийĕнчен килнĕ ял хуçалăх наукисен докторĕ, А.П.Савин профессор, ОКБ «Аписфера» ертÿçи К.В.Богомолов, И.Н.Филиппов врач-офтальмолог тунă докладсем те пуçтарăннисене хумхантармасăр хăвармарĕç. Çав тери нумай ыйту пулчĕ, хĕрÿ калаçрĕç, ĕç вĕресе çеç тăчĕ. Хурт-хăмăрçăсем нумай çĕннине илчĕç. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн та форумçăсем часах саланасшăн пулмарĕç, пĕр-пĕрне сĕнÿсем пачĕç, юлташла калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç. Съезда хутшăннă кашни çын алла сертификат илчĕ. Хурт-хăмăрçăсем форум ĕçне пысăк хак пачĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕкĕç.
Н.ВАСИЛЬЕВ,
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ.