Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрав хыççăн та вĕренмелли нумай

03 ноября 2015 г.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче Николай Ишентейĕн «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кăларăма çыравçăн «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» повеçĕпе вун çичĕ калавĕ кĕнĕ. Вăтам шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли хатĕрленĕскерне И.В. Алексеевăн ÿкерчĕкĕсем илемлетеççĕ.

Кĕнекене хаклама çыравçăсемпе журналистсем, литературоведсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем пуçтарăнчĕç. Мероприятие историпе филологи факультечĕн декан çумĕ Н.И.Степанова уçрĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕн доценчĕ Н.Г.Иванова Н.Ишентей хайлавĕсене вĕрентекен куçĕпе хакларĕ. «Николай Петрович тĕрлĕ жанрпа ĕçлет. Вăл хускатакан темăсен йышĕ те пысăк. Хальхи вăхăтри ытти авторсем сайрарах тимлĕх уйăракан темăсене те пырса тивеççĕ унăн хайлавĕсем. Кирек хăшне те шкул программине кĕртме пулать. Воспитани тĕллевĕсене тухăçлă пурнăçласа пыма пулăшаççĕ вĕсем», – палăртрĕ Надежда Григорьевна.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ О.В.Скворцова Н.Ишентейĕн «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнекине филологи тишкерĕвĕ турĕ. Çыравçă пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне туллин уçса пачĕ вăл. Тематикăпа проблематика анлăшĕ, сăнарсен пуян системи, кăсăклă ĕçсене асăрхаса малалла аталантарни – йăлт произведенисене асра юлмалла хайлама пулăшать. Повеçе те, калавсене те халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем (ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, пил пани, витлешÿ такмакĕсем тата ыт.те) шăнăрласа тăраççĕ: «хĕвел – çутăпа, çын ăс-тăнпа пуян», «кăмăл кăмăла савать», «ман пек мар, тата тухăçлăрах ĕçлемелле пултăр, ывăлăм! Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр...», «эх, каччă-качамас, юлхавна епле çумлас;»...

«Н.Ишентей ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси çине пусăм тăвать. Унăн геройĕсем ĕçпе ÿкĕнÿ урлă чунпа тасалаççĕ, çĕнĕрен çĕкленме вăй-хăват тупаççĕ. Ÿсĕм психологине тарăннăн пĕлни хайлавсене пуянлатать. Лиризм, публицистикăлăх, приключенилĕх – пĕр пĕтĕçÿре», – терĕ Ольга Владимировна хăйĕн тишкерĕвĕнче.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г.Родионов профессор çыравçăсене кулленхи воспитани тĕллевĕсене еплерех пурнăçласси çинчен шухăшланă май литературăра дидактикăлăхран пăрăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Чăн-чăн литература хайлавĕн ачасене кăна мар, пурне те кăсăклантармалла тесе палăртрĕ Виталий Григорьевич.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Г.А.Ермакова профессор Н.Ишентей пултарулăхне пысăк хак пачĕ. «Тĕнче аслă, тарăн. «Унăн тарăнлăхне чунпа туйса илме пулать», – тенĕ чăвашсем. Ку пултару кашнинчех пур. Ишентейре те туйса илтĕм эпĕ çавна. Чăваш ăс-хакăлĕн тарăнлăхне сăмах урлă çитерет вăл пирĕн пата», – пĕлтерчĕ Галина Алексеевна.

Николай Петрович Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, уява йĕркелекенсене тата хăнасене тав тунă май кĕнеке еплерех çуралнин вăрттăнлăхне те уçрĕ. Шкулта учительте тăрăшнă хушăра вăл кун кĕнеки çырса пынă-мĕн. Шăпах унта тĕрленсе юлнă асаилÿсенчен тымарланса тухнă та «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнеке. Кулленхи улшăнусене, савăк самантсене палăртса хăварни сăнарсене калăплама та пулăшнă.

Çыравçă пур япалара та хавхалану çăлкуçĕ шырать. Николай Петровича вара социологсен тĕпчевĕ шухăша янă. Вĕсем евитленĕ тăрăх, çыннăн шалти тĕнчине йĕркелессине çемье, çывăх çынсем 50 процент витĕм кÿреççĕ, МИХ-семпе Интернет – 30 процент, урампа шкул тÿпине 10-шар процент тивĕçет-мĕн. Ишентее çырлахтарман статистикăн ку пĕтĕмлетĕвĕ. «Шкул пĕлтерĕшне пысăклатас килчĕ манăн. Ачасем уроксем хыççăн та, каникулта та пĕр-пĕрне пулăшма пултараççĕ-çке-ха. Пĕр-пĕринчен тĕслĕх илеççĕ, хăйсен прависене хÿтĕлеме хăнăхаççĕ...» – ăнлантарчĕ çыравçă.

Чăнах та, шăнкăрав янăранипе çеç вĕçленмеççĕ уроксем. Шăнкăрав хыççăн та вĕренмелли, ăша хывмалли нумай. Ку шухăшпа кĕнеке уявне пухăннă мĕнпур хăна килĕшрĕ.

Ольга Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика