Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, спортра та хастар

03 ноября 2015 г.

Ĕçре те, спортра та хастар

Республикăри çыхăну организацийĕсем хушшинче ĕç кăтартăвĕсене ÿстернипе кăна мар, тĕрлĕрен культурăпа массăллă мероприятисене хутшăнакансем те пур. Вĕсенчи пĕри – Вăрнар почтамчĕн туслă ушкăнĕ.

Коллектива дисциплинăна çирĕп тытакан, яваплă çын – Геннадий Петрович Никитин ертсе пырать. Профсоюз лидерĕпе Ирина Леонтьевапа вĕсем пĕр шухăшлă пулса коллективри кашни çын ăнăçăвĕшĕн тăрăшаççĕ. Сăмах май, кунта ĕçлекен кашни çын профсоюзра тăрать.

Вăрнар почтамчĕн ĕçченĕсем отрасль профсоюзĕ йĕркелекен кашни спорт мероприятине хастар хутшăнаççĕ çеç мар, малти вырăнсене те йышăнаççĕ. Кăçалхи Спартакиадăра акă Енĕшри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Антонина Кудрявцева йĕлтĕр кросĕнче – пĕрремĕш, почтамт пуçлăхĕ Геннадий Никитин – иккĕмĕш, Яков Петров водитель виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Пĕтĕмĕшле зачетра вăрнарсем пĕрремĕш пулчĕç.

Ишессипе Яков Петрова çитекен пулмарĕ. Çăмăл атлетикăра та призерсем йышлă: Вăрнарти 4-мĕш почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса Михайлова – пĕрремĕш, Енĕшри Антонина Кудрявцева – иккĕмĕш, Вăрнар почтамчĕн операторĕ Елена Блинова, Леонид Хамитов почтальон тата Вăрманкасри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Павлова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Команда – иккĕмĕш вырăнта. Шахматпа уйрăмшар зачетра Геннадий Никитин бронза медале тивĕçнĕ. Командăпа, Антонина Кудрявцевапа пĕрле, иккĕмĕш вырăна тухнă.

Пĕтĕмĕшле зачетра вăрнарсем Спартакиадăн кĕмĕл призерĕсем пулса тăнă.

В.ГАЛКИНА,

çыхăну ĕçченĕсен республикăри

профсоюз организацийĕн председателĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика