Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пробиотиксем

03 ноября 2015 г.

Антибиотиксем пирки пĕлмен çын çук. Вĕсемпе усă курнин тĕллевĕ – сиенлĕ микроорганизмсене пĕтересси. Уйрăмăнах чир пуçламăшĕнче асăрханмалла. Антибиотик малтанхи пĕр-икĕ талăкра пулăшаймасть пулсан, ăна улăштарма тивет. Паллă ĕнтĕ, антибиотиксем, çапах та, сиенлĕ микробсемсĕр пуçне кирли-усăллисене те пĕтереççĕ.

Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх патĕнче пробиотиксемпе усă кураççĕ. Вĕсем чĕрĕ бактерисенчен тăраççĕ, выльăх ăшчикне лексен, сиенлĕ микроорганизмсене пĕтереççĕ, çав хушăрах микрофлорăна сиен кÿмеççĕ.

Анчах çуралнă çамрăк выльăх-чĕрлĕхĕн вар-хырăмĕ çителĕклĕ аталанса çитмен пирки малтанхи тапхăрта чирлесси пысăк шайра пулнине астумалла. Çав вăхăтра пыршăсенче микрофлора çук. Апатпа, шывпа лекнĕ бактерисем хăвăрт хунаса каяççĕ, вар-хырăма чир аптăратать. Хальхаççăн пробиотиксемпе анлăн усă курма пуçларĕç. Вĕсем тĕрлĕ микроорганизмран – йÿçнĕ сĕт бактерийĕсенчен, çĕпре культуринчен, целлюлоза бактерийĕсенчен тата ыттисенчен те тăраççĕ.

Б.ЛЕОНТЬЕВ,

Кăмаш ветучастокĕн врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика