Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра хуравламан

03 ноября 2015 г.

Район прокуратури Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн должноçри çыннисем гражданинран килнĕ заявление кирлĕ пек пăхса тухманнине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче хула поселенийĕн администрацине пĕлтĕрхи июлĕн 30-мĕшĕнче Вăрнарти хăш-пĕр урамри ĕçсем (тротуарсене юсасси, çÿп-çап контейнерĕсене вырнаçтарасси тата ытти те) пирки ыйтса çырнă пулнă. Анчах та пуçлăх хурава саккунпа пăхнă 30 кунран каярах панă. Унсăр пуçне, хуравра ыйтса çырни пирки туллин нимĕн те каламан. Çавна май Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă. 1-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе кăçалхи октябрьте, кунашкал йĕркене пăсни татах пулнине шута илсе, ун çине 6000 тенкĕлĕх штраф хунă.

И.МИФТАХУТДИНОВ,

район прокурорĕ юстици аслă советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика