Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченне – чыс та мухтав!

31 октября 2015 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявĕ кĕр чăннипех те тулăх пулнине çирĕплетрĕ. Районти культура çурчĕн алăк уратинченех хăйĕн пуянлăхĕпе илĕртрĕ вăл. Пысăк тухăç паракан культурăсен тĕслĕхĕсем, Иван Федоров хурт-хăмăр ăстин пыл продукчĕсем, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн изделийĕсем, çăкăр комбиначĕн кукли-çăкăрĕсем, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн юр-варĕн дегустацийĕ... – уява килнĕ кашни çын вĕсен умĕнче чарăнмасăр иртеймерĕ.

Иккĕмĕш хутри курав тата пуянрах. Сĕтелĕсем хĕллехи çимĕç хатĕрлевĕсемпе, пахчаçимĕçпе йăтăнаççĕ. Ярмушкари Лиана Григорьеван пахчинче çитĕннĕ 37,5 кг таякан кавăн пуринчен мăнаçлăн курăнса ларать. Ял поселенийĕсенче ĕçлекенсем фантазие ирĕке янă: камăн çĕрулмийĕсем «чĕрĕлнĕ», теприн кабачок-кÿмере патша ывăлĕ çывăрать, хĕвелçаврăнăшĕ чĕрĕпе çаврăннă тата ытти те.

Мăн-явăшсем акă пахча патшинчен, кавăнран, мĕн кăна пĕçерсе тухман пулĕ: икерчĕ, торт, запеканка, шаркку... Çимĕçсем чĕлхе çăтса ямалла тутлă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, район пуçлăхĕ Валерий Шумилов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев сĕтелсем умĕнче чарăна-чарăна тăнă май, çĕр ĕçченĕсене кăтартуллă ĕçшĕн тав турĕç. Вăрнарсем те парăмра юлмарĕç – хăнасене таса çимĕçе тутанса пăхма сĕнчĕç.

Залра вара мухтав сывлăшĕ ытларах хуçаланчĕ. Малтанах пухăннисем ял, çĕр çыннин кулленхи пурнăçĕпе çитĕнĕвне сăнлакан фильмпа паллашрĕç. Тĕп геройсем – хамăрпа юнашар пурăнакан-ĕçлекен çынсемех.

Республика, район ертÿлĕхĕн – Юрий Поповăн, Валерий Шумиловăн, Леонид Николаевăн – сăмахĕсенче сферăра тимлекенсен ячĕпе нумай-нумай ырă сăмах янăрарĕ. Республика парламентарийĕ ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшасси чакманнине пĕлтерчĕ – бюджетра ку тĕллевпе 237 млрд тенкĕ уйăрма планлаççĕ. АПК ветеранĕсен тивлетне аса илнипе пĕрлех вăл çамрăксене яла тавăрмаллине, çакна валли условисем туса хумаллине палăртрĕ.

Пĕлтĕрхи пекех мар пулин те, вăрнарсем кĕрхи ĕçсен кăтартăвĕсемпе республикăра начаррисен шутĕнче мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов çакна цифрăсемпе çирĕплетрĕ.

Уяв пахчаçимĕçпе кăна мар, наградăсемпе те тулăх пулчĕ. Хăшпĕр хуçалăхсенчен çĕр ĕçченĕсем темиçен те сцена çине тухма тивĕçрĕç.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн мастерĕн Лидия Степанован тата ветврачĕн Анна Гайченян кăкăрĕсем çинче «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» паллăсем ялкăшма тытăнчĕç.

Ку предприятире тăрăшакансем – тĕп бухгалтер Эльвира Данькова, цех ĕçченĕсем Ольга Александрова тата Надежда Ефремова, Елена Кумалякова весовщица, Татьяна Николаева оператор, Олег Мефодьевпа Георгий Соколов тракторист-машинистсем, Альбина Давыдова скотник Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин грамотисене тивĕçрĕç.

Ку министерствăн Хисеп хучĕсене çавăн пекех «Мураты» хуçалăхри тĕп бухгалтер Алина Куприянова тата Оксана Маркова доярка, «Янгорчино» хуçалăхри тĕп зоотехник Елизавета Ваганина, «Луч» хуçалăхăн директорĕ Галина Ижелеева, «Вурнары Завод СОМ» менеджерĕ Екатерина Краснова тата К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн водителĕ Александр Зайцев та илчĕç.

«Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Петров тата «Россельхозбанкăн Вăрнарти хушма офисĕн тĕп экономисчĕ Нина Спиридонова – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене илнисен йышĕнче.

Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотипе Уйкас Кипекри ветлечебница ертÿçине Галина Иванована, Тавĕпе Кăмашри, Çĕрпелти, Çавалкасри ветучрежденисен ĕçченĕсене Людмила Толмасована, Сергей Игнатьева, Инна Михайлована, ветаптека ертÿçине Елена Васильевана чысларĕç.

К.Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Санары» хуçалăхсем, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Валентин Павлов фермер ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн, производствăри лайăх кăтартусемшĕн палăрчĕç.

Чи лайăх комбайнер, чи лайăх свинарка тата аш-какая чи лайăх хатĕрлекен Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тимлеççĕ: Николай Тихонов, Мария Николаева, Ираида Максимова. Чи лайăх тракторист Олег Яковлев – «Санары», «Чи лайăх водитель Леонид Христанов, чи лайăх доярка Ирина Константинова – К.Маркс ячĕллĕ, чи лайăх скотник Александр Ерошин – «Кольцовка», чи лайăх уй-хир ĕçченĕ Ираида Прокопьева – «Мураты», чи лайăх техник-осеменатор Надежда Сергеева – «Янгорчино» хуçалăхсенчен. «Вурнары Завод СОМ» ТМЯО-н аслă лаборанчĕ Нина Петрова – сĕт хатĕрлев промышленноçĕн чи лайăх ĕçченĕ.

Уйрăм хуçалăхсем, уйрăм çынсем çавăн пекех «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн, «Единая Россия» политпартин регионти уйрăмĕн, ЧР Тĕп тата районти территорири суйлав комиссийĕсен, ЧР апат-çимĕç фончĕн, «Россельхозбанкăн», «Педагог» кредит кооперативĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, парнисене тивĕçрĕç.

Çĕр ĕçченĕсен ячĕпе «Çавал» эстрада ушкăнĕ чаплă концерт кăтартрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика