31 октября 2015 г.
Ял хуçалăхĕ ĕлĕкренех экономикăн тĕп отраслĕ шутланнă. Паян, импорта улăштарас çул вăй илнĕ тапхăрта, вĕсен ĕçĕ уйрăмах хакра. Пирĕн аграрисем çак задачăна пурнăçлĕç-и – статистиксем ыйтупа тĕплĕн кăсăкланчĕç.
Ял çыннисем: миçен, мĕнлерех вĕсем?
2015 çул пуçламăшĕ тĕлне ялта пурăнакансем 486,6 пин çынпа е Чăваш ен халăхĕн 39,3 проценчĕпе танлашнă. Арçынсем – 239,5 пин, хĕрарăмсем – 247,1 пин.
Ял çыннин вăтам ÿсĕмĕ – 41,5 çул (хуларисен – 37,8): арçынсен – 38,7, хĕрарăмсен 44,3 çул. Пурнăç тăсăмĕ 68,5 çул: арçынсен – 62,6, хĕрарăмсен 76,1.
Пĕлтĕр яллă вырăнсенче 1000 çын пуçне 14,2 ача çуралнă, 2013 çулхинчен 0,7 процент пĕчĕкрех. Ку шай кăçал та пĕчĕк: 1000 çын пуçне 12,1 ача. Пепкене кун çути панă амăшĕн вăтам ÿсĕмĕ 28,5 çулпа танлашнă.
Иртнĕ çул 8394 çын пурнăçран уйрăлнă. Тĕп сăлтавĕ – чĕре-тымар чирĕсем (вилнисен 41,9 %). Иккĕмĕш вырăнта – тулашри сăлтавсем: çул-йĕр инкекĕсем, çунса, путса вилни тата ытти те (16,2 %). Виççĕмĕш вырăнта – шыçă чирĕсем, вĕсенчен ял çыннисен 8,5 проценчĕн пурнăçĕ татăлнă.
Кăçалхи сакăр уйăхра 1000 мăшăрлану пуçне 319 çемье саланнă.
Ăçта тата мĕншĕн каяççĕ
Ялăн паянхи тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри – 18–35 çулсенчи çамрăксем хуланалла куçни. Ку демографи çине те витĕм кÿрет.
2014 çулта ялта пурăнакансенчен 42,4 проценчĕ республика тулашне тухса кайнă, 17,9 проценчĕ – ĕç шыраса, 10,7 проценчĕ вĕренме. Чăвашсем уйрăмах Мускава тата Мускав облаçне, Тутарстана, Чулхула облаçне, Санкт-Петербурга тата Ленинград облаçне «кăмăллаççĕ». Пĕлтĕр пĕтĕмпе ялсенчен 20019 çын кайнă, 14260 килнĕ.
Мĕнле ĕçлетпĕр – çапла пурăнатпăр
Кăçалхи тăхăр уйăхра ял хуçалăхĕнче тимлекенсем çĕрулми, аш-какай, сĕт производствине ÿстернĕ. 684,5 пин тонна çĕрулми пухса, 77,7 пин тонна аш-какай туса илнĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 562,3 пин тонна (пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 3,1 : сахалрах), пахчаçимĕçе 74,8 пин тонна пухса кĕртнĕ.
Чăваш енри ял хуçалăх ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ 2014 çулта 12855,5 тенкĕпе, кăçалхи сакăр уйăхра 14314,7 тенкĕпе танлашнă. Ку отрасльте ĕç укçи чи пысăкки – Шупашкар, чи пĕчĕкки Улатăр районĕсенче.
Чăвашстат ирттернĕ тĕпчевсемпе 2014 çулта ял çыннисенчен 258,5 пинĕшĕ тупăш илмелли вырăнта ĕçленĕ. 11,9 пин çын ĕçсĕр шутланнă.
Ял çыннисенчен ытларахăшĕ ял хуçалăхĕнче, сунарта тата вăрман хуçалăхĕнче тăрăшать. 52 проценчĕ харпăр хăй хуçалăхне тытса пырать. 20 ытла проценчĕ Чăваш ен тулашĕнче вăй хурать. Тĕпрен илсен – Мускавра тата Мускав облаçĕнче, строительство сферинче.
Çырав кирлĕ-и?
Ял хуçалăхĕ – аталанакан сфера, çавăнпа та ун даннăйĕсене тăтăш çĕнетни кирлĕ. Маларах Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне 2006 çулта ирттернĕ.
Çыравăн тĕп тĕллевĕ – ял демографийĕ, çынсен ĕçлевĕ, çĕр лаптăкĕсен виçи, тытăмĕ тата çĕрпе усă курасси, йывăç-тĕмсем, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, техникăпа обрудованисен шучĕ пирки информаци пухасси. Ку вăл республикăн, пĕтĕмĕшле Раççейĕн, ял хуçалăхне инвентаризациленипе тан.
Çĕр ĕçченĕн сăнĕ
Паянхи ял хуçалăх сфери çĕр çыннин çĕнĕ сăнне йĕркелерĕ. Ку вăл – Некрасов хайлавĕнчи «лашана пынă çĕртех чаракан, çунакан пÿрте кĕрекен» кăна мар, мăлатук тытакан, пăта çапакан хĕрарăм. Вăл 45 çулсенче, чăваш, яваплă, сăпайлă. Пысăк мар шалупа – 14 пин тенкĕрен пысăкрах – çырлахать. Пĕрремĕш ачине 24 çулччен çуратнă. Мăшăрĕ укçа ĕçлесе илме тăтăш аякка тухса çÿрет, çавăнпа та ачисене воспитани парасси, хуçалăхри мĕнпур ĕç ун хулпуççийĕ çине тиенет.
Чăвашстат информацийĕ тăрăх.