Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта «Çĕнтерÿ ташши» кĕнекене хакларĕç

31 октября 2015 г.

«Вăрçă пĕтнĕ!» – аллисене тÿпенелле çĕклесе пĕлтернĕ уйра ĕçлекенсем патне чупса çитнĕ бригадир. Талăк ытла пĕр канмасăр ХТЗ тракторпа суха тăвакан Евруç аппа вăрçă тăршшĕпех хурçă ут çинче хăйĕнпе пĕрле çÿренĕ, фронта тухса кайиччен савнă каччи парнеленĕ халиччен тăхăнман хĕрлĕ тĕслĕ танкеткине тимĕр ещĕкрен кăларнă, уринчи çăпатине çав уçă пушмакпа улăштарнă та ешĕл курăк çинче ташша янă. Ку вăл ахаль ташă мар, пĕтĕм совет халăхĕн савăнăç ташши, Çĕнтерÿ ташши пулнă...

Владимир Кузьминăн «Çĕнтерÿ ташши» кĕнекинчи Евруç сăнарне автор шутласа кăларман, ку вăл Чăваш АССР Аслă Канашĕн чи пĕрремĕш суйлаври Ефросинья Харитонова депутат (Çĕньял Хапăс) пулнă. Ан тив, ытти нумай-нумай хĕрарăмсем пекех, ывăлĕпе пĕрле савнă мăшăрне вăрçăран кĕтсе илеймен, духи-одеколон вырăнне соляркăпа краççын шăрши витернĕ комбинезонпа çÿренĕ пултăр, анчах та Çĕнтерÿ кунĕ килессе чунтан шаннă вăл, ăна çывхартас тесе вăй-халне шеллемен.

Çакăн çинчен тата кĕнекери ытти геройсем тавра тĕвĕленчĕ чун калаçăвĕ Шупашкарта пулса иртнĕ кĕнеке презентацийĕнче. Ăна тĕп хулари вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ (ертÿçи – Кайри Тукай каччи Андрей Суварин) йĕркеленĕ. Кинокартинăри кадрсем евĕр страница хыççăн страница уçăлать, уява килнĕ хăнасем пĕрин хыççăн тепри хăйĕн шухăшне пĕлтереççĕ, писатель çырса кăтартни чăнлăхпа пĕр килнине, вăл халăха çывăх пулнине систерет.

Авруйра çуралса ÿснĕ Николай Кириллов профессор калашле, вăл та вăрçă ачи пулнă, Владимир Прокопьевичăн 32 кĕнекинчен 18-шĕ Вăрнар тăрăхĕпе çыхăннă, маттур та мухтавлă ентешсене вăл тĕрĕс хакласа çÿле çĕклет.

Пултарулăх лаççинче пĕрле тăрăшнă Николай Максимов писатель автор халăхсен туслăхĕ çинчен аса илтернине пысăк хак пачĕ, вăрçăпа патриотизм темипе нумай тата ăнăçлă ĕçленĕ Антип Николаев писатель çинчен тĕлĕнмелле ăшшăн çырса кăтартнăшăн тав турĕ. Петр Сымкин фотохудожник тата журналист Вăрнартан тухнă çыравçăсемпе тачă ĕçленине палăртрĕ. Сăмах май, унăн мăшăрĕ Чиркÿллĕ Хапăсран пулнă, Чĕмпĕр тăрăхĕнче вĕреннĕ вăхăтра вĕсен шкул директорĕнче Василий Романович Романов тимленĕ.

В.П. Кузьмин пĕр вăхăт «Тракторострой» хаçатăн редакторĕ пулнă май Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн историне лайăх сăнарлать, 40 çул каярах тухнă пĕрремĕш улăп-трактора «ура сыртарнă» Аркадий Васильевпа Василий Петрова (Мăн Явăшран вĕсем) тивĕçлипе ырлать. Çакна 5-мĕш стройтрестра ĕçленĕ Радий Томашов ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.

Вăрнар енĕ космонавтикăра вăй хунă çынсемпе те мухтавлă. Байконурта палăрнă Эрик Васильев (Мăн Явăш), Юрий Михайлов (Чăрăшкас Мăрат) полковниксем, Плесецк космодромра çар хĕсметĕнче пулнă Евгений Шашкин подполковник (Чиркÿллĕ Хапăс) – кĕнекери геройсен шутĕнче. Тĕлпулăва çитнĕ Евгений Владимирович аса илнĕ тăрăх, вăл Тамбов облаçĕнчи Моршанскра тăнă авиаци дивизийĕн разведка начальникĕ пулнă Алексей Кириллович Кириллова лайăх пĕлнĕ. Малти Ишек çынни яланах хăйне Калининăри вăтам шкулта вĕрентнĕ учительсене ырăпа асăннă. Вăл вара хăйĕн вĕрентекенĕсене тав тăвать.

Хăйсен паллă ентешне Амвросий Овчинниковпа Валерий Михайлов, Иван Дубановпа Николай Краснов саламларĕç. Республикăри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Канашĕн ертÿçи Василий Шадриков, писатель ячĕпе кăларнă Указпа килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне вуласа пачĕ.  

Кĕнеке тухнă ятпа Станислав Отрыванов таврапĕлÿçĕ, Людмила Семенова, Стас Владимиров, Клара Осокина юрăçсем, Геннадий Егоров предприниматель сăмах каларĕç. «ЮТВ» телестуди уяв каçне ÿкерсе илчĕ, Альбина Фомина корреспондент Чăвашрадио валли передача хатĕрлерĕ.

Чăваш литературинчи сумлă писателĕн кĕнекинче республикăна ертсе пынă паллă çынсем пур: Зоя Ананьева, Илья Прокопьев, Совет Союзĕн Геройĕсем, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ, Раççей Геройĕ, педагогсем, çар çыннисем, министрсем, промышленность, ял хуçалăх, культура ĕçченĕсем, спортсменсем...

Владимир Кузьминăн «Çĕнтерÿ ташши» кĕнеки чăннипех ырра вĕрентет. Тăван районăн çăлтăрĕсем малашне те çуталса тăччăр, ентешĕмĕрсем илем патнелле туртăнса хăйсен ырă енĕсене – тăванлăха, ĕçченлĕхе, сăпайлăха – çÿлти шайра тытса пыччăр, тĕслĕх кăтартса çамрăксене тĕрĕс çулпа утма ăс-тăн паччăр.

Чунри илемпе пурăнасчĕ!      

Валерий КОШКИН,

презентацие ертсе пыраканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика