31 октября 2015 г.
Юбилей сăлтавĕпе манпа калаçаканĕ 1972 çултанпа СССР (РФ) Журналистсен союзĕн членĕ, 1985 çултанпа СССР (РФ) Пичечĕн отличникĕ, 1998 çултанпа РФ Писательсен союзĕн членĕ Михаил Алексеевич ВАСИЛЬЕВ.
– Эсир сĕннипе вăтам шкул хыççăн журналистикăна вĕреннĕ ывăл-хĕр чылай. Мĕншĕн – журналистика? МихВас – мĕншĕн журналист?
– Аттерен ман валли хăлхаллă хăмăр çĕлĕк, сăввисен пĕр виçĕ тетрачĕ тата тĕрлĕ инструментсен чăланти ещĕкĕ тăрса юлнă. Шкула каячченех эпĕ хама ярăнтармалăх йĕлтĕр-тăркач, качакашăн курăк çумласа пухмалăх тĕкмелли-туртмалли урапа маçтăрланă. Платник пулас килетчĕ. Çар ретне тăриччен пĕрене пураласа пÿрт хăпартма икĕ-виçĕ хутчен хутшăнтăм. «Аллу тÿрĕ, тĕрĕс каскалатăн», – тетчĕ явăшсен колхозĕнчи стройгварди пуçлăхĕ Алексей Воробьев. Çурçĕр флотĕнчен таврăнсан Н.А.Андреев директор мана виççĕмĕш куннех шкула çавăртса кайрĕ. Платник пулаймарăм. Эпĕ çурлапа тырă нумай вырнă. Уй-хире кукамайпа çумăн улттă-çиччĕрен тухнă. Виçĕ çул çуллахи уйăхсенче бригадир помощникĕнче çÿренĕ. Алексей Воробьев (тепри, поэчĕ) илĕртнипе-ши, агроном пулас кăмăл çуралнăччĕ... Эп пĕчĕкле пÿрнепе юр çинче, хĕрлĕ чулпа хăма çинче тĕрленĕ ÿкерчĕксене анне ырлатчĕ, хаваслантаратчĕ, «тен, художнике вĕренĕн?» текелетчĕ... Анчах эп ачаранах пурнăçри тĕрĕсмарлăха кура тăркач хытă асапланаттăм. Вăрçă вăхăчĕн хăрушă кунĕ-каçĕ, кукамай «китлăрсене» ылханнисем, выçлăх, чухăнлăх, анне Айкăшри шкула манерлĕ тытса тăрасшăн чупса макăрнисем, бригадăри хĕрарăмсем кăнтăрласенче ман тавралла ларса хăйсен терт-нушипе хуçăлса ахлатнисем... Хаçата чăнлăхшăн çапăçма хатĕррисен хутне кĕме авăрланнăран çыра пуçларăм. Ман мĕнпур очерксем, мораль, кăмăл-сипет темипе çырнисем «çынлăха, пурнăç çыннине – сатур ĕçлекене çĕклемелле!» тесшĕн. Çĕр-çĕр фельетонра питлени кăна мар, хĕрхенни, çынна инкекрен çăласшăнни ытларах. Шел, тĕрĕсмарлăх чукмарĕ ку ĕмĕрте капашсăр йывăрланчĕ... Журналистикăна ăнтăлмашкăн эпĕ тÿрĕпе пурăнакан чухăн çемьесен ачисене хавхалантарнă...
– Эсир ку редакцинче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ларнă, хаçатсемпе çыхăннăранпа утмăл çул çитрĕ. Редакторпа хаçат ĕçне-хĕлне унчченхипе хальхине танлаштарсан, мĕн каланă пулăттăр.
– Ман пирвайхи сăвăсем 1955 çулта Калинино районĕн хаçатĕнче пичетленнĕ. 1956 çултан вăрнарсен редакцине кĕркелесе тухнă. Сотрудниксен туслăхĕ вăйлăччĕ! Лара-тăра пĕлменскерсем, района урлă та пирлĕ пĕрехмай хутлатчĕç, çырмашкăн çĕнĕ авторсем тупатчĕç. «Правдист», Евгений Ени (Евгений Николаевич Ефремов), мана, шкул ачине, Кольцовкăри, Кĕçĕн Кипекри рейдсене явăçтаратчĕ. Кун кĕнекине уçкаланă май, анчахрах тĕл пултăм: 1976 çулта ĕçялкорсен канашлăвне икçĕр ытла активист хутшăннă, вунпиллĕкĕн пуху тĕпелĕнче калаçнă, Вăрнара килсе кайнăшăн кашнине виçшер тенкĕ тÿленĕ. Хаçатăн Совет саманинчи 60 çулне пăхатăн та, вăл ĕç çыннипе пĕрле чăмăртанса чăнласах «Социализм çулĕпе» утăмланă (район пичечĕн пирвайхи чĕрĕк ĕмĕрĕнчи ячĕ), хаяр вăрçă çулĕсенче çĕнтерÿшĕн тылри паттăрсен ретĕнче фронтрипе танах çапăçнă. Фашистла вăрă-хурах юхăнтарнă хуçалăха мухтавлăн çĕкленисен йышĕнче орден-медале тивĕçнисем, пилĕкçуллăхсен ударникĕсем, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисем пиншерĕн («Асăну кĕнекине» – Шупашкар, 1997, «Вăрнарăн вĕçĕмсĕр кĕнекине» – 2010, район энциклопедин кĕнекисене – 2005-2015 – уçкаласа пăхăр).
«Опыт. Пуçарулăх», «Специалист канашĕ», «Вулакан шухăшĕ», «Депутат сăмах илет», «Демократи урокĕсем», «Кĕçнерни тĕпелĕ», «Шăматкунхи калаçусем», «Кĕтеслĕ сĕтел» йышши рубрикăсем урлă эпир хаçат вăй-халне анлăрах демократи никĕсĕ çинче йĕркелеме майсем шыранă.
Редактор пирки калас-тăк, пире ун чухне район пуçлăхĕсем тĕлĕшĕнчен питĕ ăнăçнă. А.В.Емельянова, С.С.Волкова, В.Д.Данилова, В.А.Иванова районшăн чунтан-вартан тăрăшнă ăслă-тăнлă, пултаруллă ертÿçĕсем, чăн-чăн демократсем пулнă тесе аса илетĕп, Анатолий Викторович «Критика шăллăрах, хăватлăрах кирлĕ!» – тесе тăратчĕ, ку енĕпе хăй темăсем сĕнетчĕ. Вĕсем пурте хаçата хăйсем çырнă, пирĕн планеркăсене çÿренĕ, нихăшĕ те, нихăçан та мана «хаклă кăтартупа» тĕллемен, пĕр-пĕр статьяра килĕшменни тупăнсан та канăçсăрланман, вĕчĕ тытман. Эп хамăн шухăша ним хăрамасăр туллин каланă. Анчах влаçа, çÿлерехри чиновнике кăтăклă вырăнĕнчен ачашланăшăн редактора вырăнтан сирпĕтме те пултарнă. Пуçлăхсене хаçатра сăнпа курнăçлантарма юрамастчĕ. Хăнара хавасланса çаврăннине мар, харпăр хăйĕн хастар ĕçĕпе тĕллевлĕ-курăмлă пулăшу кÿнине кăтартмаллаччĕ.
Халь цензура вăйлă. Редакторта ку чухне эп пĕр кун та лараймăттăм. «Смута» тапхăрĕнче хамăрăн хаçат тиражĕ 9–10 пин экземляртан 4–5 хут чакса ларчĕ. Нумай-нумай хаçат халăха кирлĕ пулма пăрахрĕ. «Çĕнтерÿ çулĕн» сумне каялла çине тăрсах В.Николаев редактор тавăрчĕ, пултаруллă коллектив чăмăртарĕ.
Шупашкар кавирĕ çинче эпĕ 15 çулта пурĕ те икĕ хутчен (пĕрре Пичет министерствинче, тепре парти обкомĕнче) тăрса курнă. Вăрнар хаçачĕ тĕрлĕ конкурссенче çуллен малти вырăнсене йышăннă. Ăна çавăншăнах пăрахаймарăм (Хусанта пĕрле вĕреннисем Пушкăртстанри районсене тархасласах чĕнетчĕç).
– Кам-ши вăл – паянхи хаçатçă? Тата – унăн мĕнле пулмалла-ши?
– Çыравçă (журналист, поэт, писатель, публицист...) миссийĕ ĕмĕртен пĕрре: А.Пушкин калашле, сăмахпа çынсен чĕрине чĕртсе хыптармалла, мĕскĕнсене хÿтте илсе çавсен вăй-халне хушма пĕлмелле. Хаçат (анлăраххăн СМИ – МИХсем тейĕпĕр) чи малтанах чăнлăхпа тĕрĕслĕх чанĕ пулма тивĕç. Унăн (кашнийĕн) хăйĕн сăнĕ, кăмăлĕ, теми, позицийĕ (политики) палăрса тăтăр. Хыпар-хăнар салатакан хайхи МИХ манашкал кĕлмĕç чунĕнче те пурăнас килнĕ туйăма шанчăк кÿтĕр. Нацилле телерадио тăван халăхшăн ĕçлет. Шел те, халичченех кăвапаран аяларахра тĕрмешекен хаçат-журнал нумай. Шултра ТВ-курав ытларах хура тĕспе хупăрлать: вăрçă-харçă, вилĕм, юн, ачисем ашшĕ-амăшне, ашшĕ-амăшĕ ачисене çапса пăрахнă, элита чума ĕçкинче ашкăнать, çĕрĕпех Алка-Галка алхасать, çиччĕмĕш хут пĕрлешсе уйрăлнисем ниçта чикме çук пурлăхĕсене пайлаççĕ, мушеннике утланнă мушеннике «калашникпе» хыçран тепĕр мушенник хăвалать... Хупнă шкулсен вырăнĕнче чиркÿсем çĕклени чыспа совеçе, Христос халалĕсене мала кăлараймарĕ. Долларпа пĕрле агрессилле хăват пуç пулса тăчĕ. Тулăклă пурнăç пăхса та курăнмасть тейĕн. Пирĕн хаçат тÿнтерле сулнăксене сулăнмасса шанатпăр.
Лару-тăрăва астуса, умри пысăк хăрушлăхсене асăрхаттарса ĕç тумашкăн чăмăртанасчĕ. В.Путин Президентăн тулашри политикине кура, Российăн тĕнчери сумĕпе сулмаклăхĕ палăрмаллах ÿссе хăватланчĕ. Анчах та ĕмĕрсен чиккинчи «смута» пăтăрмахĕпе промышленнăçа, ял хуçалăхне, наукăна, медицинăна куçкĕрет путарса пынăран шалтан, ăшран-ăшчикрен, пĕрлех тата кăмăл-сипетрен хытă хавшарăмăр («прихватизаци», куçпăван «фермеризаци», «оптимизаци», ЕГЭ т.ыт.те, тата темтепĕр ура хурать).
– Паянхи хаçатçăн мĕнле условисене шута илме тивет?
– Çарта «отвлекающий маневр» тенĕ термин пур. Сăрă-сарă пичет (уйрăммăнах журналсем) çакнашкал маневрсемпе пире çивĕч ыйтусенчен пăрасшăн. Суйлавсем те халăха хытă пăсрĕç, общество нушисемпе тĕллевĕсенчен хăйпăтрĕç – пурте пĕчченшерĕн пусăрăнса пытанасшăн («Маншăн пулсан – хут купăс!»). Лĕкĕр-лекĕр чиновник те хăйĕн малтанхи партине тепĕр виçĕ-тăватă партие кĕрсе тухса ылмаштарать. Мĕнле обществăра пурăнатпăр, наци идейи пур-и-ха пирĕн, – никам та калаймасть. Пурнăç шайĕпе Лаоспа Гватемала хушшине (тĕнчери 91-мĕш вырăн) кайса лартăмăр. Олигархсем урлă пĕр бюджет çуллен леш енне ăсанать. Тепĕр 40 миллиард тенкĕ çуллен коррупци преступнăçĕпе çухалать. Раççейре пурнăç хакĕ тăрук ÿссе пынине халĕ взятка калăпăшĕ нумай хутчен хăпарнипе виçеççĕ. МВД евитленĕ тăрăх, вăтам взятка сумми кăçалхи çур çулта 209 тенкĕпе танлашнă – пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытла ÿснĕ. Кунĕн-çĕрĕн вăрçăпа çарапакка ташлакана пăхса ларакан хамăр ăçталла куçни пирки шухăшламасть. Аслă Октябрĕн (гений сăмахĕ – чи малтан çапла Ал. Блок каланă) 100 çулĕ çывхарнă май МИХсенче кĕçех акă компромат миххисем тулса кайĕç. Совет саманин 70 çулне мăшкăлтăк лăпăрчăкра чÿхекен опуссене кунашкал кампанисенче районсенче пичетлес марччĕ. Пирĕн унашкал серепере тăлланса пăтранма кирлĕ мар.
Влаçран пусмăрлани, рынокпа коммерци заказĕ профессиллĕ журналистикăна путлантарма та пултарать. Ман шутпа – район хаçачĕсем кирлех! Вăрнарăн хăйĕн хаçачĕ пулмаллах! Унăн традицийĕсене асра тытса, çамрăк чухне хама çапла калаттăм: çырса хутăм-ха та, куншăн мана намăс пулмĕ-и? Кашниех – чи малтан хăйшĕн хăй редактор. Чи тĕрĕс редактор – Совĕç. Кирек кам хăть мĕн çырнă пулсан та – вăл çырнинче манăн авторне те курас килет.
С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.