28 октября 2015 г.
Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа Чăваш енĕн Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Юрий Кручинин пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси çинчен икĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
– Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн иккĕмĕш пайне, унта 47 статья, пĕтĕмпех этем тата гражданин прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлессине халалланă. Пирĕн, чăннипех, пĕрле ĕçлемелли пайтах. Этем прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес сферăри ыйтусене пĕрле канашласа татса панă чухне çакă – паянхи килĕшÿ – граждан обществине йĕркелеме, халăхăн право культурине ÿстерме пулăшĕ, – палăртнă тĕп инспектор.