28 октября 2015 г.
Чăваш енре условнăй теракта сирсе ярас тĕллевлĕ командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ. Оперативлă штаб çавăн пекех вăй ушкăнĕн хăнăхăвне ытти енĕпе çирĕплетессине те тĕпе хунă.
Ку хутĕнче влаç органĕсен объекчĕсенчен пĕрин терактсенчен сыхланассипе çыхăннă хÿтлĕхне тĕрĕсленĕ, иккĕленÿллĕ япаласем тупнă хыççăн çуртран унта ĕçлекенсене тата граждансене васкавлăн эвакуацилеме тивĕç службăсен ĕçне хакланă.
Вĕренĕве явăçтарнă вăйсен професси хатĕрленĕвĕн шайне çĕклессине, ОШ тытăмĕнчи подразделенисем умри тĕллевсене пурнăçланă чухне тачă çыхăну тытса ĕçлессине тĕпе хунă. Подразделенисем хăйсен умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă.