28 октября 2015 г.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Никита Львов канмалли кунсенче Раççей первенствине хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.
Канаш районĕнчи Карăклăра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе икĕ кун харăс республика пĕлтерĕшлĕ турнирсем иртнĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн тата хисеплĕ тренерăн Геннадий Смирновăн парнисемшĕн иртнинче Вăрнар çамрăкĕсем виççĕн пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Никита Львов – пĕрремĕш вырăншăн, Дмитрий Львов – иккĕмĕш, Алексей Тимофеев виççĕмĕш вырăнсемшĕн.
Вырсарникун 1999 – 2000 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем хушшинчи республика первенствинче те вăрнарсем маттур пулнă.
Никита Львова, çулĕпе кĕçĕнрех пулин те, аслăраххисемпе кĕрешме ирĕк панă. Хăйĕн вăйне шанни ахальтен мар – 58 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăл чемпион пулса тăнă.
Ылтăн медале хăй ÿсĕмĕнче çавăн пекех 1-мĕш шкулти Настя Максимова та тивĕçнĕ.
Санарпуçĕнчи Регина Красновапа Настя Краснован – кĕмĕл медальсем. Милена Федорова, Дима Прокопьев (1-мĕш шкул), Линда Журавлева (Чăрăшкас Мăрат), Алена Трофимова (Етруккасси Мăрат), Настя Дмитриева тата Настя Краснова (Санарпуç) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Раççей первенстви ноябрьте Пермьре иртет.
С.ЧИКМЯКОВА.