24 октября 2015 г.
Раççей Федерацийĕн гражданĕсем Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «вĕри лини» йĕркеленĕ.
Граждансем Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «вĕри лини» телефонĕ 8(8352) 64-20-25 (ĕç кунĕсенче 8-тан пуçласа 12 сехетчен тата 13-рен пуçласа 17 сехетчен), электрон почтин адресĕ, corruption21@cap.ru.
Коррупци тĕслĕхĕсем çинчен евитленĕ май гражданинăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне (юлашкине – пур пулсан), çыхăнмалли телефон номерне, хурав ямалли почта адресне пĕлтермелле.
Тĕплĕ информацие Чăваш Республикин влаç органĕсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетĕнчи порталĕнче («Коррупципе кĕрешесси») вырнаçтарнă.