24 октября 2015 г.
Шупашкарта Volkswagen автомобиль концернĕ валли кабель пралукĕ хатĕрлесе кăларакан завод уçăлнă. «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» пĕрлешĕве йĕркелеме, пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме Япони компанийĕ 260 млн тенкĕ ытла хывнă. Проектăн тĕрĕслев тапхăрĕнче 400 ĕç вырăнĕ уçма палăртнă. Паян предприятире 125 çын вăй хурать, вĕсенчен чылайăшĕ «Фуджикура» компанин Европăри филиалĕсенче вĕреннĕ.
Япони бизнесменĕсем хăйсен компанине вырнаçтарас шутпа Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пулнă. ,ç пуçлама меллĕ вырăна виçĕ çул шыранă. Чăваш енре вĕсене республика правительстви пулăшма кăмăл туни килĕшнĕ.