Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нурăс енĕ 20-мĕш ĕмĕрте

24 октября 2015 г.

Станислав Отрыванов, инженер-строитель, паллă таврапĕлÿçĕ, чăваш халăх ÿнерĕпе наукисен академийĕн ăсчахĕ, ĕмĕрĕпех катари çурçĕрте ĕçлесе пурăннăран, чăвашла капăр калаçсан та вырăсла çырать. Нурăс енĕн эпопейине малалла сăнарлакан тăххăрмĕш кĕнеки «Тăван çĕр çинчех юттисем» (Чужие на своей земле) ятлă. Романа пин ытла страницăра икĕ кĕнеке туса вырнаçтарнă.

Вуланăçемĕн Мăн Çавал тăрăхĕнчи Нурăссемпе – Кивьял, Услапа, Ярмушка ялĕсемпе, ыттисемпе паллашатпăр. Виçĕ юплĕ юханшыв пирки капла каланине пурте пĕлетпĕр-и-ха? «Тăршшĕпех унта хресчен пурнăçĕн çăлкуçĕсем, ятлă авăрсем, çав шутра – Шăхăрса çаврăнаканни, Çĕленле явăнаканни, Упалла мĕкĕрекенни, Сетнерсен авăрĕ, ыттисем... Ку авăрсене çын е выльăх лекрĕ пулсан, каялла тухаймасть. Виллисене темиçе кунран хăшĕ ăçтан пырса кĕнĕ, çав тĕле кăларса пăрахать...». Ейĕве тухнă Çавала ниепле те çăварлăхлаймастăн, ĕрĕхет, çыранĕсене, кĕперсене çĕмĕрет, юшкăнне улăха кăларса пăрахать, ялсем патне юнаса-хăратса çывхарать...

Роман пуçламăшĕнчи Нурăс çурхи Çавалпа пĕрех кĕрлесе тăрать. Чăваш енĕн вăта çĕрĕнчи салине 1918 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче хресченсен пирвайхи пĕрлехи аслă пухăвне – съездне вуникĕ вулăсран представительсем пухăннă, Нурăсран, Элĕкрен, Ассакассинчен, Кушлавăшран, Кĕçĕн Кипекрен, Туçаран, Упирен, Чăваш Сурăмĕнчен, Çĕньялтан (Чебаево), Хучашран, Çулавăçран, Стрелецкинчен (Хула выççăлкки). Вĕсен хушшинче Етĕрне хула Канашĕн депутачĕсем, большевиксем, сулахай эсерсен «Канаш» партийĕн членĕсем. Ирхине вунă сехетре пичкере çапса хĕстернĕ пек тулнă халăх тăвăллăн алă çупнă вăхăтра трибуна умне хресченсемпе салтаксен депутачĕсен Нурăс вулăс ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Алексей Дмитриевич Лебедев тухса тăрать... Тĕпеле оратор хыççăн оратор улăхать. Пуху Нурăс уесне йĕркелесе саларан Нурăс хули туса хурас ыйтусемпе пăтранать.

– Килĕшетпĕр! Уес хамăрăн пултăр!

– Етĕрнесене сутăнмастпăр!

– Ют ĕнсе çинче çăтмаха сирпĕнесшĕн!

– Сутăнчăксем! Йытта çиекенĕн унăн хÿри пырне лараканччĕ!

– Амăшне вĕрекен анчăк кашкăр çăварне лекесшĕн!..

Партисем çапла икĕ-виçĕ талăк «çапăçсан» та тепĕр виçĕ уйăхран Нурăсран уес та, хула та пулса тухаймасть. Мĕншĕн? Романа харпăр хăй аллине тытса вулама тивет. Пĕтĕм событисем чăн пурнăçран. Пĕтĕм геройсем (200 ытла персонаж) çав событисене тÿрремĕн хутшăннисем. Автор архивсенче документсемпе тĕплĕ чакаланнă. Пĕрремĕш кĕнеке («Новый уезд», «Свежий ветер», «Враги») Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунпа, иккĕмĕшĕ («Война», «Возрождение», «Застойные времена») 1985 çулхи май уйăхĕпе вĕçленет. Писатель ĕмĕтленсе шантарнă тăрăх, çак çĕнĕ 21-мĕш ĕмĕре каçакан виççĕмĕш кĕнеки те пухăнса çитме кирлĕ...

М.ВАСИЛЬЕВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика