24 октября 2015 г.
«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат çумĕнчи Георги листокĕнче пĕр притча вуларăм. Пĕр арçын парикмахер патне çÿç кастарма каять. Калаçу Турă çинчен пуçланать. «Турă çук, – тет парикмахер. – Пур-тăк ма йĕрке çук. Çынсем эрех ĕçсе ухмаха тухаççĕ, наркотикпе пĕтеççĕ. Пĕр-пĕрне вĕлереççĕ...». Çÿç кастараканни кантăкран пăхса ларнă та курах каять пĕр бомжа. Лешĕ вăрăм çÿçлĕ, сухалĕсене капашсăр çитĕнтерсе янă. «Кур-ха, – тет клиент. – Вăрăм çÿçлисене ма пурне те касаймастăн?». «Вăл ман пата килмест, эпĕ ăна касаймастăп», – хуравлать парикмахерĕ. «Çапла çав, Турă патне хамăр каймастпăр пулсан, вăл пире ăçтан пулăшайĕ?».
Ăнсăртран чирлесе ÿкрĕм. Килтех сывалма шутланăччĕ. Анчах Турриех пулăшрĕ тетĕп. Район больницинче Н.М.Яковлев врачпа тĕл пулса хамăн чир-чĕр пирки калаçрăм. «Çийĕнчех анализсем тумалла, УЗИ тăмалла», – терĕ. Стационарта сыватма тытăнчĕç. Хирурги пайĕн пуçлăхĕ М.М.Калачев тата медсестрасем тăрăшнипе кĕске вăхăтрах ура çине тăратрĕç. Вĕсене чун-чĕререн пысăк тав. Кăштах сывалнă хыççăн Шупашкара операци тутарма каймашкăн сĕнчĕç. Ăшра шутлатăп, кăçалах каймастăп-ха.
Эрне те иртмерĕ, каллех аптăрарăм. Уколсемпе темиçе кун нуша куртăм. Калининăри участок больницинче хуçăлса антăм. Н.И.Федорова врач-терапевт чире санăн капла тăсса пымалла мар тесе асăрхаттарчĕ, направлени çырса пачĕ те тепĕр куннех Шупашкар больницине çитрĕм. Ыранах операцие выртмалла-мĕн. Эпĕ çакна каласшăн, больницăна тухтăрсем патне вăхăтра каймалла вĕт! Турă патне мĕнле каятпăр, тухтăр патне те вăхăтра кайса пулăшу ыйтас пулать. Чир-чĕре вăраха тăсса ярсан час сывалаймастăр. Вара тухтăрсем сыватаймарĕç тетпĕр.
В.ПЕТРОВ.