Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтальона хисеп çук

24 октября 2015 г.

Ялти почтальонăн ĕçĕ пачах çăмăл мар. Шалкăм çумăр çăвать-и, çил-тăман-и – унăн килрен киле хаçат-журнал çитермелле, пенси укçи ялĕпе чупса валеçмелле тата ытти те. Ĕç укçи çăкăрпа тăварлăх кăна. Çемьене, ачасене епле усрамалла? Хаксем капашсăр ÿссе кайрĕç – тÿлев çеç хăпармасть, харама ĕçлетпĕр тейĕн. Малтикас Ялтăрапа Уйкас Ялтăрара почтальонсем тытăнса тăмаççĕ. Хаçатсенчи пĕлтерÿсене пăхатăп та, районĕпех, республикипех çавнашкал.

Аçăмçырминчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче паянхи куна Ирина Юрьевна Иванова ĕçлет. Вăл пысăк пĕлÿ туяннă дипломлă çын. Каç-каçсенче, хăйĕн ĕçне сĕтел хушшинче вĕçлесен, килĕрен çÿрет. Вăл та алă сулсах ĕçрен тухса утас шухăшлă пек. Йывăр капла çамрăк хĕрачана. Почтальон ĕмĕртен хисеплĕ, ялтисем уйрăмăнах питĕ кирлĕ çын пулнă. Çакна мĕншĕн мантăмăр? Почтальонпа пĕрле яла пачах пурнăç тулашне хăвалатпăр мар-и? Ял-йыш ыйтнипе ку сăмаха хаçат çине кăларас терĕм.  

Н.ПАРАМОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика