Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çине тăрса ĕçлесен инвестицисем пулаççех

21 октября 2015 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăлçи тата Урал округĕнчи регионсен должноçри аслă çыннисен заместителĕсем валли ирттернĕ вĕренÿ семинарĕнче тухса калаçнă. Семинар «Регион аталанăвне ертсе пырасси: экономика политикин тĕп ыйтăвĕсем» темăпа Мускавра РФ Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕнче иртнĕ.

Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Бабич ресурссем çителĕксĕр чухнехи условисенче импорта улăштармалли программăсене пурнăçланин, хамăрăн таварсен конкурентлăхне ÿстернин пысăк пĕлтерĕшне палăртнă. Халăх умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçламалла. Çавна май регионсен влаçĕсен бюджетăн тупăш пайне тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Ку енĕпе инвестици климатне лайăхлатни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Лайăх тĕслĕхсен шутĕнче полпред Тутарстанпа Ульяновск облаçне асăннă. Вĕсем – РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕн Наци рейтингĕн лидерĕсем. Стратеги тĕпчевĕсен агентстви хатĕрленĕ рейтингра Чăваш Республики тăххăрмĕш позицире, çавна май Михаил Бабич Чăваш енĕн инвестицисемпе çыхăннă ĕçне те пысăка хурса хакланă.  

Вăл палăртнă тăрăх, инвестици инструменчĕсемпе (уйрăм экономика тата промышленноç зонисем, кластерсем, технопарксем тата ытти те ) тухăçлă усă куракан, çĕнĕ инвесторсем шыракан, бизнес тытса пымалли хăтлă условисем йĕркелекен регионсенче инвестици ÿсĕмĕн кăтартăвĕсем те курăмлă. Çапла тумашкăн, иккĕленмест Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ, çине тăрса ĕçлес кăмăл кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика