Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялта, Уйкас Кипекре

21 октября 2015 г.

Тăван ялта, Уйкас Кипекре, кашни çулах пулкалатăп. Кăçал та унта пурăнакансемпе курнăçса калаçас ĕмĕтпе пурăнтăм. Çак кунсенче ĕмĕтĕм пурнăçа кĕнипе чĕререн савăнтăм.

...Сулхăнлансах çитмен кунпа усă курса хуньăм ялĕнче, Çĕньял Нурăсра, велосипед çине лартăм та Канаш çулĕпе тăван ялалла вĕçтертĕм, унти çĕнĕлĕхсене курма тăрăшрăм.

Яла кĕнĕ çĕртре ĕлĕк «Звезда» колхозăн выльăх-чĕрлĕх фермисем, машинăпа трактор паркĕ вырнаçнăччĕ... Колхоз пĕтсен тăрăшуллă çынсене пула çеç унти пурлăха тĕпрен юхăнтарса, салатса яма памарĕç. Чылай çул ĕнтĕ Вячеслав Ижелеев кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, уй-хире вăхăтра сухаласа тухăçлă тыр-пул туса илет, ял çыннисем валли шанăçлă ĕç вырăнĕ парать.

Ял хуçалăх техникине упрамалли лаптăка В.Ижелеев тăрăшнипе илемлĕ хÿмепе картланă.

Ял çыннисемпе калаçса савăнтăм. Юлия Шоркина хăйĕн пилĕк çынран тăракан çемйипе сăвакан пилĕк ĕне, тĕрлĕ чăх-чĕп усрать, хуçалăхне тирпейлĕ тытать.

– Мана, ялта çитĕннĕскере, кунта пурăнма лайăх. Анчах ял ватăлса пыни пăшăрхантарать. Кăçал пилĕк ялтан Вăрман Кипекри шкулăн пĕрремĕш класне тăватă ача çеç кайнă. Çамрăк çемьесем питех те сахал. Хĕрсенчен нумайăшĕ хуланалла тапаççĕ. Каччăсем те çукпа пĕрех. Вĕсене мăшăр тупма хĕн, – калаçать ветеран.

Каç пулттипе урама тухса ларнă Галина Ананьева, Юлия Федорова, Нина Шоркина ĕç ветеранĕсем те çавнашкалах калаçрĕç.

Ку ялта сурăх çăмне таптармалли, çăнăх авăртакан машинăсем пур. Вĕсене Совет Союзĕ саланса кайсанах Вячеслав Степанов туянса хута янă. Кипек çыннисене кăна мар, таврари нумай ялсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе хисепе тухнă. Ăна халь те ырăпа аса илеççĕ. Шел, В.Степановăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ. Юрать-ха, хăй вăхăтĕнче вăл Коля ывăлне çав ĕçсен ăсталăхне хăнăхтарма ĕлкĕрнĕ. Николай Степанов 24 çулта. Аслă пĕлÿллĕ. Амăшĕпе тата çитĕнсе çитнĕ шăллĕпе пурăнать. Вуншар сурăх усраççĕ вĕсем. Çемьеленмен-ха.

Ашшĕпе амăшĕ те, асашшĕпе асламăшĕ те ĕçченсемччĕ, пуриншĕн те хисеплĕччĕ. Аслашшĕ, Алексей Степанов, сăмахран, ĕмĕрĕпех колхозра шоферта тăрăшрĕ.

...Чылай çул каялла Сергей Евдокимов ял вĕçĕнче, ирĕклĕ çĕр лаптăкĕнче пурăнмалли икĕ хутлă пÿрт, хуçалăхра кирлĕ ытти çуртсем лартнăччĕ, çемйипе хулара пурăнатчĕ. Ашшĕ, колхозри шофер Владимир Евдокимов, ывăлĕ яла таврăнасса шанатчĕ. Тем сăлтавпа-çке С.Евдокимов çав пÿрте-çурта тăватă çул каялла сутнă тенине илтсе, унта пурăнакансемпе курнăçса калаçас килчĕ.

Ку урама асфальт çулĕ çитеймен-ха: çулла симĕс курăк çитĕнет, йĕпе-сапа тапхăрĕнче вара çăмăл машинăпа кĕме-тухма питех те хĕн. Ял хапхинчен тухсан 200 метрта илемлĕ те тирпейлĕ, кермен евĕрлĕ çурт хăйĕн илемĕпе туртса илчĕ. Ун умĕнчи çăмăл машина патĕнче вăтам çулхи арçын тăрмашать. Канаш районĕнче ÿснĕ Алексей Ананьев пулчĕ ку. Пÿртре мăшăрĕ Надежда кĕтсе илчĕ, Чулхула кĕпĕрнинчен, вырăс. Урайĕнчи кавир çинче тăватă çулхи хĕрачи вылять. Калаçнăçемĕн çакă паллă пулчĕ: темиçе çул вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă, хăтлă хваттер те пулнă. Апла пулин те яла куçас ĕмĕт канăç паман вĕсене. Çав тĕллевпе пÿрт-çурт туянас пирки хаçатсем çине пĕлтерÿсем параççĕ, хăйсем те килĕшекен хуçалăх шырама тытăнаççĕ. Тăватă çул каялла пĕлтерÿ тăрăх Уйкас Кипеке çитсе çак хуçалăхпа паллашсан, акă вăл эпир шыранă пÿрт-çурт, тенĕ.

Çемье хуçи Алексей Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшать. Кашни кун хăй машинипе çÿрет. Çула май пĕчĕк ачине Канаш районĕнчи Ямашри ача садне ăсатса каçхине киле илсе таврăнать. ,лĕк Уйкас Кипекрех колхоз ятарласа икĕ хутлă ача сачĕ туса лартнăччĕ, унта ача-пăча йышлă çÿретчĕ. Халь вара çав çурт пуш-пушах ларать.

Шыв пÿртех кĕрет, ваннăпа туалет та унтах. Çĕр лаптăкĕ çур гектар. Ирĕклĕрех чух мăшăр пулла çÿрет.

– Тавралăх ытла та илемлĕ. Хулана каялла каяс шухăш пачах çук пирĕн, – уççăн калаçать Надежда Витальевна.

Вĕсем патĕнчен тухсан хам ÿснĕ кил-çурта, анкартине тавралла пăхса çаврăнтăм, питех те хурлантăм. Ача чух анне манран тракторист тăвасшăнччĕ, пĕрле пурăнса тăван çурта сÿнтересшĕн марччĕ. Аннен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ. Тăхăр ача çуратса пиллĕкĕшне çитĕнтернĕччĕ, асли фронтра пуçне хучĕ. Ыттисен пурнас шăпи тĕрлĕ пулчĕ. Эпĕ унтан тухса кайнăранпа 59 çул çитрĕ. Халь атте-анне çурчĕ пушах. Ананьевсен çемйинче пулса калаçнă хыççăн вĕсемшĕн чун-чĕререн савăнтăм. Вĕсем пек çынсем чылайрах пулсан ялсем пысăкрах утăмсемпе малалла кайĕç.

Мучин мăнукĕ Владислав Андрианов патĕнче çывăрса çĕр ирттерсен (тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн мăшăрĕпе пĕрле хуларан яла таврăннă) шурăмпуç çути курăна пуçласан каялла çула тухрăм.

Вениамин ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика