21 октября 2015 г.
Калининăри участок больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тухтăрĕ Светлана Афанасьева пуçарнипе Аллергипе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна (октябрĕн 17-мĕшĕ) халалласа «Врачпа уçăлса çÿре» акци иртнĕ.
Калинино тăрăх утса çÿренĕ май, уçăлма тухнисем врачпа сывлăха çирĕплетмелли пирки калаçнă. Аслăрах ÿсĕмрисем аллергипе е ытти чирпе чирлес мар тесен харпăр хăй туса илнĕ продукцие ытларах çимеллине палăртнă. С.Афанасьева кунсеренхи рациона 500 – 600 г пахчаçимĕç тата улма-çырла кĕртмеллине аса илтернĕ. Паллах, çынна хускану та кирлĕ.
Эрне вĕçĕнче ку тăрăхра пурăнакансем каллех уçăлма тухĕç.