21 октября 2015 г.
Кăçалхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Кăмашри сысна комплексĕнче тĕрлĕ ĕçе пурнăçлакан 37-ри арçын вилнĕ. Ун тĕлĕшпе Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ ĕç сыхлавĕн прависене пăснине пула çын пурнăçĕ татăлнипе уголовлă ĕç пуçарнă.
Следстви материалĕсем тăрăх, кăшт сыпкаланă арçыннăн кăкăр тĕлĕнчи кĕсйинчен телефон тухса ÿкнĕ. Ăна илес тесе вăл ирĕклĕнех тырă бункерне кĕнĕ, çав вăхăтра ун çине тырă йăтăнса аннă, сывлăш çулĕсем пÿлĕннипе вăл тÿрех вилсе кайнă. Тĕрĕссипе, бункера çын кĕрсе каясран питĕркĕчлĕ устройствăпа е ытти техника хатĕрĕпе хупламалла пулнă.
Следстви версийĕпе, ку инкек ĕç сыхлавĕн прависене уяманнипе, ÿсĕр çынна ĕçлеме ирĕк панипе, ĕç вырăнне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерменнипе тата ун юсавлăхне тĕрĕслесе тăманнипе пулнă. Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.
А.ГАВРИЛОВ,
Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи
юстици подполковникĕ.