21 октября 2015 г.
Шыва путакан улăм пĕрчинчен тытса та пулин çăлăнма пăхать. Лия вара хăйне шыва путаканран та япăхрах туйма тытăнчĕ: вăл юратакан Слава хĕр уншăн çуннине ниепле те хакламасть.
Слава – троллейбус водителĕ, Шупашкар çывăхĕнчи пысăк ялтан. Хĕр те çав ялтанах, пилĕк çул кĕçĕнрех, тин çеç университета вĕренме кĕнĕ. Ялĕнчен аэропорт остановкине çуранах çÿрет, унтан вокзал таран пĕр троллейбуспа, вĕренÿ корпусне тепринпе çитет. Кашнинчех Славăн троллейбусĕ çине лекме тăрăшать, ăна кĕтсе чылай вăхăт ирттерме тивет. Каччă хĕре асăрхакалать, анчах Лия хăйшĕн çуннине сисмест те тейĕн, сывлăх суннипех çырлахать. Çитменнине унăн савнийĕ пур, пулас арăмĕ тесен те йăнăшмăн. Лия каччăпа çывăхланма меллĕ самант чылайччен шырарĕ. Чăтăмлăх çитерчĕ-çитерчех, кĕтсе илчĕ Славăна, ялти уяв каçĕ хыççăн каччă клубран килне пĕчченех таврăнма хатĕрленнине асăрхарĕ те ун патне пычĕ.
– Слава, мана ăсатса ямастăн-и? – ыйтрĕ юнашар тăракан арçынсем умĕнчех.
Ун-кун пăхкаласа илчĕ каччă.
– Юрĕ, çула май вĕт, – терĕ.
Клубран тухсанах Лия Славăн хулĕнчен тытрĕ, каччăн ирĕксĕрех çырлахма тиврĕ. Çул тăршшĕпех çапла утрĕç, вĕсене куракансем тупăнкаларĕç. Уйрăлас умĕн хĕр каччăна икĕ аллинчен тытрĕ.
– Чупту мана, – сĕнчĕ именмесĕр.
– Лия, ман юратнă хĕр пур вĕт, – хăюсăрланчĕ арçын.
– Вара мĕн? Арăму мар-иç. Ун та, ман та хальлĕхе правасем пĕр пек, – татса хучĕ Лия. Каччă хуравласса кĕтмерĕ, кармашрĕ те чăпăрт тутарчĕ ăна пит çăмартинчен. – Юрататăп эп сана.
– Ачапча-ха эс, Лия, – терĕ арçын. – Айвантарах.
– Эпĕ-и? Эс ху айван, ялти чи хитре хĕре асăрхамастăн. Тупса янă хăвна валли шалча пекки. Ни пичĕ, ни кучĕ, – тарăхса тавăрчĕ хĕр.
Лия, чăн та, чиперскер. Ÿт-пĕвĕ те пиçсе çитнĕ. Ун тавралла чупакансем сахал мар, анчах пĕр çултискерсем, вĕсемпе кичемрех, çара кайса килнĕ вăйпитти арçынсем патнелле туртăнать вăл, çавăнпа Славăна куç хывнă та.
– Курасчĕ эс мана шкул формипе, ыранах евчĕ ярăттăн анне патне.
– Пулмарĕ çав, асăрхаймарăм сана шкулта шурă саппунпа, кĕске кĕпепе чупнă чухне, – шÿтлеме пăхрĕ каччă.
– Ан пăшăрхан, курăн-ха. Тимлĕрех пăхкала çеç троллейбус чÿречинчен чарăнусенче, – теме систерсе хăварчĕ хĕр килĕ еннелле çаврăнса.
Слава ют хĕре клубран ăсатнă пирки хыпар ун савнийĕ патне те çитрĕ. Анчах вăл, шкулта ĕçлекенскер, çын сăмахне ăша илмерĕ, хăй те вунсаккăрта пулса курнă, лайăх ăнланать çамрăк чунсене. Лия вара Славăна Тур çырни вырăннех хурать, парăнма шутламасть те, арçын пуçне çавăрмаллах ун, илĕртмелле ăна, тĕлĕнтермелле. Тупрĕ шутласа.
Пĕр кун вĕренме кайма васкамарĕ. Шкул пĕтернĕренпе усăсăр çакăнса тăракан кĕске кĕпине якатса тумланчĕ, шурă саппун çакрĕ, плащне уртса ячĕ те аэропорт еннелле çул тытрĕ. Юлашки чарăнăва пĕр троллейбус хыççăн тепри килсе кайрĕ – хĕр кĕрсе ларма шутламарĕ те. Юрать сивĕ мар, кĕр ырри тавралăхра, çăмăл тăхăнса çÿрекенсем те пăт-пат леккелеççĕ.
Акă паллакан номерлĕ троллейбус курăнса кайрĕ. Руль умĕнче – Слава. Лия самантрах плащне хыврĕ, хулĕ çине çакрĕ ăна, унтан васкамасăр чарăнура каллĕ-маллĕ уткалама пикенчĕ. Куçне чарса пăхрĕ троллейбус водителĕ, чăн та чипер-çке вĕсен ялĕн хĕрĕ, хÿхĕм, тулли урисем кирек кама астармалла... Слава Лия кĕрсе ларасса кĕтрĕ, анчах хĕр такама кĕтнĕн сехетне пăха-пăха илчĕ, куç айĕн арçынна сăнарĕ. Троллейбуссен йĕрки çирĕп, чарăнуран вăхăтра хускалмалла. Слава машинин алăкĕсене хупса хуланалла васкарĕ, хыçалтине кăтартакан тĕкĕре пăха-пăха тăрса юлнă хĕре шырарĕ.
Лия тепĕр троллейбуспа çитрĕ вокзал чарăнăвне, унтан яланхи пекех урăххи çине куçса ларчĕ.
Вĕренÿ корпусĕнче шкул формипе çиçсе çÿрекен студенткăна курнă-и эсир? Кирек кама илĕртмелле вăл. Лийăна халиччен асăрхаман каччăсем те самантрах куç хыврĕç. «Ку ман пулать, ман!» – текелекенсем те тупăнчĕç аслă курсрисем хушшинче. Вĕсем ун тавра явăнкаласа ăшталаннине кура хĕр чунне йăпатрĕ, «Слава та шухăша кайтăр-ха. Эп пурпĕр ун катемпинчен лайăхрах. Туртса илетĕпех». Хăйне хăй кавар турĕ, «Кĕвĕçмелли те тупса парăп-ха».
Шутланă – тунă. Пулăшакан та тупăнчĕ – виççĕмĕш курсра вĕренекен Олег. Тĕрĕсрех каласан, Лия хăй тупрĕ-ха ăна. Вулав залĕнче. Хĕр практика занятине хатĕрленме кайнăччĕ унта. Ручки çырма пăрахрĕ те хыçалта ларакан каччăран пулăшу ыйтма тиврĕ. «Тархасшăн, усă курăр, – терĕ лешĕ ручкине тăсса. – Хама тек кирлĕ мар, каймалла ман. Хăçан та пулсан тавăрса парăн...». Ручкăна тавăрса панă чухне паллашрĕç те вĕсем. Лия каччăна тимлĕрех сăнаса пăхрĕ те çăвар карсах пăрахрĕ, чăн-чăн Слава! Çÿллĕшĕпе, сăнĕпе. Çулĕпе кăшт çамрăкрах ĕнтĕ...
Коридорта курмассерен пĕр-пĕрне сывлăх сунса иртрĕç, хушăран чарăнса калаçкаларĕç.
– Олег, каçар та, тархасшăн, санран каллех пулăшу ыйтасшăн, – терĕ Лия тепре тĕл пулсан каччăна коридор вĕçне чĕнсе. – Анчах хальхинче ручкăпа çырлахаймăн...
– Хаваспах, – килĕшрĕ каччă мĕн тумаллине пач чухламасăр.
Лия хăйĕн телейсĕр юратăвĕ пирки пĕчĕк ачалла ним пытармасăр тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Ăна Олег ăнланассăн туйăнчĕ, куçĕ ырă, хăй сăпайлă, çаврăнăçуллă...
– Мĕн тумалла-ха ман? – чухлаймарĕ-ха каччă.
– Сан мана яла ăсатанçи тумалла... Çавă çеç... Аэропорт чарăнăвĕнче уйрăлнă пек пултăр. Юрать-и? – уçса пачĕ хĕр вăрттăн шухăшне.
– Питĕ лайăх ăнланатăп сана, – Лийăна шеллесе килĕшрĕ Олег. – Питĕ лайăх ăнланатăп...
– Темле çав, ăнланайăн-ши ман чуна? – хаш сывларĕ хĕр.
– Ăнланатăп... Мĕншĕн тесен хам та сан пекех нуша куратăп, – ассăн сывларĕ каччă.
– Мĕнле нуша? – тĕлĕнсе пăхрĕ Лия. – Каласа пар-ха.
– Кайран, ĕç ăнсан... – тавăрчĕ арçын.
,ç тÿрех ăнмарĕ. Пĕрремĕш кун аэропорт чарăнăвĕнче вĕсем Слава троллейбусне кĕтсе илеймерĕç, те вăл каннă вăхăта, те урăх смена тĕлне лекрĕç. Иккĕмĕш хутĕнче, тавралăха каç сĕмĕ çапрĕ пулин те, пăрахса каймарĕç. Слава троллейбусĕ курăннă-курăнман вара Лия Олег çумне тĕршĕнчĕ, вăл юнашар çитсе чарăнсан каччăна хăйне ыталама хушрĕ.
«Чупту!» – терĕ пуçне каçăртса. Каччă çухалса кайнине кура ун тутисене хăй тутипе хупларĕ... Троллейбусран кармашса пăхакан Слава машинине кăшкăртса хăварчĕ.
– Каçарăр, тархасшăн, чăрмантартăм, – лайăхмарланчĕ хĕр. – Ман черет сана пулăшма. Уçса пар, эппин, нушуна.
– Славу малашне кĕвĕçме тытăнĕ тетĕн-и? – иккĕленсе ыйтрĕ Олег.
– Пĕлместĕп. Эп ун вырăнĕнче çурăлса кайăттăм, хĕр хыççăн чупăттăм... – шанăçне çухатасшăн пулмарĕ хĕр.
– Апла пулсан... – Олег хăй те пĕрешкел лару-тăрăва лекнине каласа пачĕ. – Тен, хакламасть вăл мана? Эп никама та кирлĕ мар тет, çавăнпа йăлăнтарать? Ăна та тĕрĕслесе пăхсан... – сĕнчĕ айванла. – Эс леш мĕнпе, кĕркунне пурне те антăхтарнă шкул формипе, пыр-ха. Юрать-и?
Чарăнура сывпуллашрĕç вĕсем. Олег хуланалла ларса кайрĕ, Лия ялне çул тытрĕ.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Калаçса килĕшнĕ пекех Лия пурне те тĕлĕнтерсе университета шкул кĕпипе çитрĕ. Тăхтавра виççĕмĕш хутри коридорăн сылтăм вĕçне тухса тăчĕ. Сулахайри чÿрече патĕнче яланах виççĕмĕш курс хĕрĕсем пухăнакан, вĕсемпе, паллах, Олегăн ăшхыптармăшĕ. Каччă аудиторирен тухрĕ те сылтăмалла-сулахаялла пăхса илчĕ. Халичченхи пек сулахаялла мар, Лия еннелле пăрăнчĕ. Ун патне çитрĕ те хĕре хулĕнчен тытрĕ, хĕр ăна пит çăмартинчен чуптуса илчĕ. Коридорăн тепĕр вĕçĕнчи хĕрсем Олег тăрук улшăннинчен, хăюланса кайнинчен тĕлĕнсе тăчĕç...
Савманнине савни кăлăхах çав. Лия Славăна хăй майлă çавăраймарĕ, Олег çунни те харама кайрĕ. Майĕпен ĕлĕкхи пек канăçсăрланма пăрахрĕç вĕсем, пирвайхи юратăвĕ иртсе кайрĕ, айванлăхĕ сĕвĕрĕлчĕ, иккĕшĕ туслашса кайрĕç...
Хĕр университет пĕтерсен Лийăпа Олег пĕрлешрĕç. Ултă ача çитĕнтереççĕ халĕ.
Сергей Павлов–ВЭСКЕР.