Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимепе çĕкленнĕ…

17 октября 2015 г.

Тин кăна, Пукрав умĕн, Федор Кузьминăн летопиç жанрĕпе калăпланă çĕнĕ кĕнеки пичетрен тухрĕ («Хорнзор Çармăссен вĕçĕмсĕр историйĕ», Шупашкар, «Çĕнĕ вăхăт», 2015, 384 стр.). Мĕне пĕлтерет-ха «Çармăс» сăмах тата хăш вăхăтсенче çапла калама пуçланă; Автор сарлака саманари тăван ялĕпе çыхăннă пулăмсене сĕм аваллăхран тишкерме тĕв тунă. Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал хушшинче Сунарпа Санар шывĕсем тăрăхĕнче вырнаçнă тавралăх «...тепĕр хут симĕс вăрманпа хупланас пулсан, Сунар шывĕпе пĕрлешекен Турамăш, Туркай, Эникер, Асанхăртлă, Ваçка, Çĕньял ятсемпе палăрнă йăмраллă вăрăм çырмасем таса та тăрă шывпа шăнкăртатса юхса выртмалла...». Тăрă шывсем пулăсемпе илĕртнĕ, вăрмансем кайăк-кĕшĕкпе, тискер чĕр-чунсемпе кĕрлесе тăнă. «Авалхи çармăссен ухутапа çыхăннă пурнăçĕ куç умне тухать... Ялăн çÿллĕ тÿремĕсенче çăлкуçсем халĕ те типмесĕр юхса выртаççĕ. Çтаппан умĕпе, Танчи пахчипе, Микки килĕ хыçĕпе, Сунар шывĕ çинчи Тÿркаç тата Кумель кукри тĕлĕнчи хăватлă çăлкуçсем ĕмĕрне те типмеççĕ. Çырма Татьянĕ умĕнчи çăлсем типĕ çулсенче те ял халăхне шывпа тивĕçтернĕ. Яла пуçласа янă Туркай сунарçисем хыççăн Çармăс йăхĕсен Танле, Ярата, Ярушкăнь, Иванушкăнь раттисем шăпах çак вырăна, вăрманти илемлĕ уçланкăна, килсе тухнă...». «Виçĕ Çавал тăрăхĕнче Çармăс ялĕсем йышлă пулнă% Шинер, Упнер, Уравăш, Кушлавăш, Мĕлĕш... Çармăссем ку тăрăхра пурăнакан тĕп халăх пулнă...».

Автор археологсен тĕпчевĕсемпе анлăн усă курнă, Кĕçĕн Кипек, Мăн Явăш çывăхĕнчи тата Мăн Çавал çыранĕсем тăрăх тупнă экспонатсен тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă. Çынсен çи-пуçĕ, алĕç хатĕрĕсем улшăнса пынипе, тумтирсен уйрăмлăхĕсемпе курăмлăн паллаштарни кăсăклă (ку тĕлĕшрен тĕрĕсем, килтĕрĕш япалисем, сăнÿкерчĕксем нумай шыраса тупнă). Ялти çемьесене сăнланă фотоматериал пысăк вырăн йышăнать. Сăнÿкерчĕксенче – халăх йăли-йĕркин уявĕсем, Çармăс ялĕ аваллăхран паянхи куна çитни... Списокласа 1926 çултан çуралнă ачасен хисепне (ытларах 1931, 1938, 1948, 1990 çулсенче çуралнă, юлашки чĕрĕк ĕмĕрте вилекеннисем нумайрах), 1931 çултан тытăнса йĕкĕрешсен йышне (çирĕмĕн), фосфорит шахтинче çĕр айĕнче ĕçленисене (97 çын), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунисене (95 фронтовик), киле чĕррĕн таврăннисене (78 фронтовик), 1926 – 2014 çулсенче пурнăçран уйрăлнисене кăтартнă. Çĕнтерĕве халалланă пайра – паттăрсене сăнланă тĕрленчĕксем, очерксем...

Калистрат Воробьев – çур ĕмĕр хушши пĕр чарăнмасăр сăвăлакан поэт. Кĕнекере ăна сумлă вырăнпа хисепленĕ. Кунта мĕн пурри çумне Хурăнсур Çармăспа Çĕрпеле тата Вăрнар ене пилленĕ поэмисене хушсан, питĕ кирлĕ паха кĕнеке пулса тухать. Ф.Г.Кузьмин ăна тата кĕнекине хатĕрлеме пулăшнă ытти юлташĕсене, çав шутра Вл.Кузьмин писателе, В.Алексеев фотографа, В.Михайлов композитора, информатика учительне Т.Мироновăна, хуçалăхри профком ертÿçине П.Филиппова тĕллĕн тав тунă. Авалтан-ĕлĕкрен йыш-эртелпе туслăн-тăванлăн нимелле ĕçлесе аталанма хăнăхнă хурăнсур-çармăссем хăйсен кун-çулĕн летопиçне те пĕрлешсе-каварлашса çырма ĕнкертнĕ. Калас-тăк, Федор Григорьевич район энциклопедине хатĕрленĕ чухне тÿре-шарапа хуçалăх пуçлăхĕсенчен ку ĕçе хутшăннă пĕртен-пĕр çын пулчĕ.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика