Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Текех утса çÿреймĕп тенĕччĕ…»

17 октября 2015 г.

Ваттисен сăмахĕсем ма ытла тĕрĕс-ши? «Шанчăк юлашкинчен вилет», – тесе ахальтен каламан иккен.

Ман сăмахăм Тимĕрçкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Пăваялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, ача амăшĕ-героиня Зоя Федосьевна Алгашева пирки. Мĕн качча килнĕренпех анкарти хыçĕнчи сысна ферминче вăй хунă вăл, пенсие те çавăнтанах тухнă. Çамрăк, вăйпитти хĕрарăм аллинче ĕç вĕресе тăнă.

Мăшăрĕ тракторист, хăй свинарка – иккĕшĕ те тăван колхозра тăрăшнă, совхоз йĕркеленсен те çавăнтах вăй хунă. Мăшăрĕпе Зоя Федосьевна вунă ача çуратса ÿстерсе, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел, пĕр ывăлĕпе хĕрне йывăр чире пула ÿссе çитсен, çемьеллĕ пулсан çухатрĕ.

– Мана пурнăç темĕн тĕрлĕ те лăскарĕ, анчах ураран çапсах ÿкереймерĕ. Нихăçан та урăх утма çулпа утаймăп тенĕччĕ. Мухтав Турра, кам шутласа кăларчĕ-ши Шупашкарта ортопеди центрне уçма, урасене операци туса протезсем лартмаллине? – аса илсе ларнă май Гена арăм инкин (ăна ялта çапла чĕнеççĕ) мăшăр куçĕсем шывланчĕç.

– Пирĕн вăхăтра хальхи пек тăхăнмаллиех пулман. Ăшша-сивве чăтнă, ĕçре яланах резина атăпа çÿренĕ, витере те ăшах пулман, çавсем те пусрĕç пуль. Сыпăсем ыратма пуçларĕç, чĕркуççи шăммисем кукăрăлса ларнипе пач утайми пулса лартăм. Юрать, мăшăрăм кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçласа, хама пăхса пурăнчĕ, ачасем те килсе пулăшсах тăчĕç. Кĕçĕн хĕрĕмпе аслă хĕрĕм çине тăнипе урасене операци тутарса ура çине тăтăм. Нихăçан та шухăшламан хам çапла сусăрланса юласса, – калаçăва малалла тăсать вăл.

Мăшăрĕ халĕ çумра çук ĕнтĕ, пилĕк çул каялла ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Паян килте пĕчченех. Юрать, ачисем çывăхра, 6 ывăлтан 4 ывăлĕ ялти хĕрсенех качча илчĕç. Ытларах ялти ывăлĕн хĕрĕ – Марина мăнукĕ – асăрхаса тăрать. Халĕ вăл та шкул пĕтерсе тухса Хусана вĕренме тухса кайрĕ.

Инкен тепĕр асăнмалли кун та пур. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 41 çул каялла харăс 3 ача çуратнă вăл. Икĕ ывăлпа хĕр. «Пĕр ачи пирки, тархасшăн, упăшкана ан пĕлтерĕр-ха, атту мана киле те кĕртмĕ кун чухлĕ ачапа», – тесе макăрнă вăл ача çуратмалли çуртра. Ун пекки вăл вăхăтра районта пĕрре пулнă. 5 ачаран тÿрех 8 ачаллă пулса тăнă. Тепĕр 11 уйăхран тата тепĕр хĕр пĕрчи çут тĕнчене килнĕ, хыççăн тепĕр ачине те çуратас тенĕ – çĕр çине кĕçĕнни, ывăл, килнĕ.

Вăл вăхăтра райĕçтăвком председателĕнче Воля Афанасьевич Иванов ĕçлетчĕ. Нумай ачаллă çемьене пÿрт лартса пама пулăшрĕ. Паянхи кун та çав çуртра кун кунлать инке, 2-мĕш ушкăнри инвалид. Килти хуралтăсене кĕçĕн ывăлĕ йăлтах çĕнетрĕ.

Мăн выльăхсемех усраймасть инке, пурпĕрех хăйне ĕçлĕ пулма чăх-чĕп кил хушши тулли.

Хисеплĕ ветеран кăçал 76 çул тултарчĕ. «Ку çула çитетĕп тесе шутламан сурансене пула, иккен, хăрăк йывăç час ÿкмест. Мĕнех чĕнсе калам чирпе асапланакансене – яланах шанчăкпа пурăнăр, çÿл тÿпери сар хĕвел ăшши пурне те çитет».

18 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук унăн. «Асанне, кукамай тесе кил хапхине уçса кĕрсенех, пĕтĕм суран ыратма, сурма пăрахнăн туйăнать. Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн, кĕçĕн мăнуксемшĕн пурăнмалла ман», – тет кăмăллăн Зоя инке.

А.ПЕСКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика