17 октября 2015 г.
Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин регионсемпе инвалидсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă федераллă саккун тĕлĕшпе видеоселекторлă канашлу ирттернĕ. Чăваш енрен унта правительствăн вице-премьерĕ Алла Салаева, сывлăх министрĕ Алла Самойлова тата ĕç министрĕ Сергей Дмитриев хутшăннă.
Федераллă саккун 2016 çулта вăя кĕрет. Ун йĕркипе пурнăç ĕç-хĕлĕн мĕнпур сферинче инвалидсем валли «меллĕ хутлăх» йĕркелеме палăртнă. Тивĕçтерÿ требованийĕсене транспортра, культура, информаципе çыхăну, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, суту-илÿ, обществăлла апатлану, физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче пăхăнма сĕннĕ.
Раççей ĕç министерствинче ĕçлев, халăха ĕçпе тивĕçтерес, социаллă хÿтлĕх, пенси тивĕçтерĕвĕн сферисенчи учрежденисем мĕнле ĕçлемелли йĕркене çирĕплетнĕ.
Чăваш ен юстици министерстви тишкерÿ тунă хыççăн саккун ыйтнин Чăваш Республикин 10 нормативлă тата право акчĕсене çирĕплетнĕ, инвалидсем валли меллĕ хутлăх тума мероприятисен планне çирĕплетме сĕннĕ. Халĕ муниципалитетсенче ку енĕпе «çул карттисем» тăвас ĕç пырать.