Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мачамăш çăлтăрĕсем

14 октября 2015 г.

Ырă астăвăм вăхăт таппинчен те вăйлăрах иккен. Çак кил умĕнчен – çук, кермен мар, йывăç пураран çĕкленĕ, чуспа витсе симĕс сăрăпа сăрланă йывăç çурт, сăпайлă хуралтăсем, вĕсем хуçисем улшăннăран кивелсе чалăшнă пулин те, пуç таймасăр иртейместĕн. Куç умне ялти чи хисеплĕ хĕрарăмăн, «Мачамăш амăшĕ» ытарлă ятпа çÿренĕ, 100 çула пĕр-икĕ утас çеç çитеймесĕр пирĕнтен уйрăлса кайнă таса чунлă та ĕçчен Иустиня кинемейĕн сăнарĕ тухса тăрать. Виçĕ вăрçă нушине çапăçусенче чăтса ирттернĕ, Георгий медальпе тăваттăмĕш степень Георгий хĕресĕн кавалерĕ, йывăр вăхăтра колхоз ертÿçинче ĕçленĕ Павел Прокопьева, Кăмпалти Самсунсемпе Каруксен ратĕнчи мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн выртмаллах чирлесе кайнăскерне пăхса пурăнма килĕшнĕ Санарпуç хĕрĕ вăл. Икĕ ывăл ачашăн, Иллепе Иваншăн, вăл тăван амăшĕ вырăнне юлнă, вĕсене пурнăçра тĕрĕс çул тытса пыма ăс-тăн парнеленĕ, вĕренсе тухма пулăшнă, кăмăл-сипете, çынсене хаклама хăйĕн тĕслĕхĕпе хăнăхтарнă.

Республикăна темиçе çул ăнăçлă ертсе пынă Илья Павлович Прокопьев вăрçă участникĕн чыс-сумĕ халăхра питĕ пысăк, чăн малтанах вара вăл педагог ăсталăхне алла илнĕ, çĕршыври паллă политик та, ученăй та, писатель те пулса тăнă. Партин Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, СССР Аслă Канашĕн тăватă, республикăри Аслă Канашăн ултă суйлаври депутачĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, экономика наукисен кандидачĕ... Мачамăшсем вара халĕ те вăл ĕçленĕ вăхăтра сарнă асфальт çулĕпе çÿреççĕ, тепри пулсан хăйĕн килĕ патнех çитернĕ пулĕччĕ те ĕнтĕ...

Прокопьевсем тесен, вĕсен чăнлăхĕ, чунлăхĕ, сăпайлăхĕ пысăк – халăхран пăрăнса пуç каçăртса çÿренине курман. Хăй каланă тăрăх, Илья Павловича, вăл республикăна 14 çул хушши ертсе пынă хыççăн, М.С.Горбачев Мускава пурăнма куçма сĕннĕ. «Шупашкарта манăн ачасем пур», – теме çеç ĕлкĕрнĕ Прокопьев. «Вĕсене те тĕп хуларах пурăнма кĕтес тупса парăпăр, кирлĕ-тĕк, юнашар подъездрах», – пÿлсех каланă Михаил Сергеевич. «Çук, – хуравланă Илья Павлович, – эпĕ вĕсем маншăн Шупашкарта пулни хаклă тесе каласшăнччĕ». Ытти хăш-пĕр депутатсем евĕр, çуралнă тăван çĕре улăштарма килĕшмен вăл тата пысăк çĕршыва аркатакансемпе пĕрле пулас та темен пулĕ...

Илья Павловичпа хутшăнса ĕçлеме пысăк телей пулчĕ, вăрнарсем тесе пурнăç çăмăллăх панине курман, тăван ен, ял-йыш умĕнчи яваплăх вара пирĕнтен яланах икĕ хут ытларах ыйтнă. Чăнах та, шăллĕ пĕррехинче, педагогикăра ÿсĕм тума пултарассине курса-ши, хăй патне куçса наука енĕпе хăнăхма, малалла çитĕнме чĕнни пулнă, тунсăхланăн туйăнатчĕ вăл тăван çĕршывшăн. Шăпа вара журналистăн çăмăл мар ĕçĕнчен яланлăха пăрмасăрах «курăнман фронт» офицерĕн йывăр та тумхахлă, анчах та пархатарлă çулне суйласа пачĕ.  

Иван Павлович вăрăм та яштака, ашшĕн пек çăра та çырă çÿçĕсене тирпейлĕн каялла тураса якататчĕ. Таса çи-пуçĕ те, чăвашла та, вырăсла та тĕрĕс те илемлĕ калаçни те, ăс-тăнĕпе тавракурăмĕ чун çÿллĕшĕпе пĕрешкел пулнипе те тыткăнлатчĕ вăл, çынна хаклама, калаçакана пÿлмесĕр итлеме пĕлетчĕ. Сас хăпартса, хурласа, пĕчĕклетсе мĕскĕнлетме тăрăшакан чунсăр этемккесене тĕл пулатăн та тепĕр чух – чăвашсемшĕнех намăс пек туйăнать. Интеллигентлă Иван Павлович çинчен вара нумаях пулмасть Воронеж облаçĕнчи Борисоглебск хулинчи пĕр ăсчахăн электронлă çырăвĕ тепĕр хут аса илтерчĕ. Шар курнă писательсемпе ученăйсем çинчен çырнă манăн «В трагические годы» кĕнекене вуланă та историре манăçа тухма пуçланă хăйĕн ентешĕпе çыхăннă архив материалĕсене тупса пама пулăшу ыйтнă унта.

Тав сăмахĕ те çитрĕ иккен: «Мĕнлерех тĕлĕнмелле халăх эсир, чăвашсем, – çырать Губанова педагог-ученăй, – нихăçан курман-илтмен çыншăн çав тери пысăк ĕç туса патăр та хама хăй вăхăтĕнче диссертаци хатĕрлеме пулăшнă Геннадий Никандрович Волковпа Иван Павлович Прокопьев академиксемпе тата çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисемшĕн тăрăшакан Мускаври чăваш офицерĕсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлешĕвĕн хастарĕпе Эрик Васильевич Васильев полковникпа тĕл пулса калаçнă пекех туйса илтĕм. Шупашкарта Волкова халалласа палăк уçнă çĕре çитесчĕ-ха. Васильев офицер çамрăк кадетсемпе хастар ĕçлени те вăл чунпа пысăк педагог пулнине çирĕплетет. Иван Павлович Прокопьевăн педагогикăри идейисем, акă, паян кун та пурăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери педагогика академийĕн действительнăй членĕ, Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин методика пĕрлешĕвĕсен канашĕн членĕ пулнăччĕ вăл. «Белгород патшалăх университечĕн хисеплĕ профессорĕ» ята тивĕçнĕ педагогика наукисен докторне, кафедра заведующине, диссертаци канашĕн ертÿçине халалласа çулсеренех наукăпа практика семинарĕсем иртеççĕ.

Кăçал вара Иван Павлович Прокопьев ячĕпе Пĕтĕм Раççейри сумлă конференци ăнăçлă ĕçлерĕ, ют çĕршыври ученăйсем те чылаййăн хутшăнчĕç унта. Ыйтăвĕ паянхи çамрăксемшĕн, çĕршыв, тĕнче пуласлăхĕшĕн кĕрешме чĕнекенскер: «Воспитание и развитие растущего человека: итоги прошлого и проблемы настоящего». Ырăпа усал хушшинче пыракан кĕрешÿре лайăххипе çĕнтерме ăнтăлни сăваплă та килĕшÿллĕ. Çынни 2006 çултанпа çук ĕнтĕ, анчах та вăл сăнаса, çырса хăварни пулас ăрусемшĕн паян кун та тем пекех хаклă, чикĕ леш енчен ютти пырса çакланма тытăннă çамрăк чун-чĕресене аркатса пĕтерме юраманни çинчен асăрхаттарать, чăн-чăн патриотсене тивĕçлĕ ăс-тăн парса вĕсемпе пĕрле юрăхлă çул-йĕр тытса пыма йыхăрать».

Валерий КОШКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика