14 октября 2015 г.
Электричествăпа асăрханса усă курмаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах та нумай чухне пăралуксем тăрăх хăрушлăх «чупнине» темшĕн манатпăр. Çакă инкек патне илсе çитерет те.
Электричествăпа, электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курни вуншар çул ĕнтĕ пушарсен тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Çынсем йăлари приборсене хăтлăх пайĕ вырăнне хураççĕ, вĕсемпе тăтăш усă курас йăла асăрханулăх туйăмне чакарать.
Паян кашни килтех вуншар ытла электричество устройствисем ĕçлеççĕ: телевизор, холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина, утюг, электрочейник, электрокăмакасем тата ытти те. Люстрăсене, мачча тата стена çинчи светильниксене, брасене нумай вăхăтлăх асăрхавсăр çутса хăварни тата çунакан япаласемпе юнашар вырнаçтарни хăрушлăх патне илсе çитерет.
Радиоэлектронлă приборсемпе усă курнă чухне документацире кăтартнă правилăсене çирĕп уямалла. Сăмахран, телевизорсем хыпса илни час-часах тĕл пулать. Çавăнпа та прибор корпусĕн вентиляци шăтăкĕсене хуплани, корпус ăшне шыв лектерни, металл хатĕрсем ÿкерни хăрушă. Телевизора сывлăш чупма чаракан стенка-шкафсем ăшне лартмалла мар. Ку тата радиоэлектронлă ытти прибора хăвăр тĕллĕн ан салатăр – нумайăшĕнче напряжени шайĕ пурнăçшăн хăрушă пулма пултарать.
Темиçе электронагревателе пĕр вăхăтра пĕр розеткăна чикме юрамасть, çакă пăралуксене хĕртет, вĕсен изоляцине аркатать, розеткăсене ирĕлтерме, хыпса илесси патне çитерме пултарать.
Электроприборсен хăйнеевĕрлĕ «чирлĕ вырăнĕ» сеть шнурĕ шутланать. Вăхăт иртнĕçем вăл хутланма, татăлма пултарать, çакă уйрăмах хăрушă. «Дежурнăй режимпа» ĕçлекен приборсене те асăрхавсăр ан хăварăр. Ачасене электроприборсемпе усă курас правилăсене пĕчĕкренех хăнăхтарăр. Çак тата ытти требованисене уяни инкекрен çăлĕ.
В.АФИНОГЕНТОВ,
27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ.