14 октября 2015 г.
Кăçал республикăра чĕрчунсем урнă чирпе, мăйракалла шултра выльăх лейкозпа, сыснасем сальмонеллезпа тата пастереллезпа, вĕлле хурчĕсем Европа çĕрĕкĕпе чирленĕ ăнăçсăр 67 пункта регистрациленĕ.
Сентябрьччен 16 районта чĕрчунсем урнипе чирленин 63 тĕслĕхне шута илнĕ: тилĕсем – 48, йытăсем – 7, кушаксем – 7, пăсара – 1. Вăрнар районĕнче пĕр тĕслĕх пулнă.
Районта ку чиртен сыхланса 66 лашана, мăйракаллă шултра 8251 выльăха, мăйракаллă пĕчĕк 1426 выльăха, 3602 йытта, 843 кушака прививка тунă.
Районта пурăнакансене пĕлме: выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ветспециалисчĕсем кашни тунтикунах килти кушаксемпе йытăсене урнинчен вакцинаци тăваççĕ. Адресĕ: Вăрнар пос., Ветеринари ур., 2-мĕш çурт. Маларах 8(83537) 20-50-48 телефонпа çырăнмалла.
Урни – çыншăн та, выльăхшăн та хăрушă чирсенчен пĕри, çак амак тĕп нерв тытăмне хытă сиенлет. Вăл чирлĕ чĕрчун çыртнипе ун сĕлеки урлă ерет.
Килти выльăха вăл ытларах тискер чĕрчунсенчен куçать. Уйрăмах тилĕсенчен е çапкаланчăк йытăсенчен. Çынсемшĕн чирлĕ йытăсем тата кушаксем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Килти выльăх урнине вăл хăйне мĕнле тыткаланинчен пĕлме пулать. Йытăсем малтанах шăпăрт е пачах урăхла, ытлашши аташаççĕ, аппетичĕ уçăлать, пыр мышци касăлать, вăл япăх çăтма тытăнать, хăркăлтатса вĕрет, хуçи чĕннине итлемест. Малалла вăл хаярланса каять, çын çине, выльăхсем çине тапăнать. Кун пекки 3–4 куна тăсăлать. Кайран тĕрлĕ мышцăсен ушкăнне шалкăм çапать, 8–10-мĕш кунне йытă вилет.
Инфекциллĕ тилĕ çыртнă йытăсен чирĕ шăпăрт иртет, вăл япăх çăтать, сĕлеки юхать, урисене, çăварне шалкăм çапать, йытă 2–4-мĕш кунне вилет.
Кушаксен çакнашкал паллăсемех. Вĕсем 2–6-мĕш кунне вилеççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхăн малтанах аппетит çухалать, вăл чĕтрет, кайран хаярланса каять, сĕлеки вăйлă юхать, картаран тарма хăтланать, хăркăлтатса мĕкĕрет, куç шăрçисем пысăкланаççĕ.
Сурăхсен, качакасен, сыснасен урни икĕ формăпа – вăйлă тата шалкăм çапни – иртет. Клиника паллисем палăрнă хыççăн 3–8 кунран ытла пурăнмаççĕ.
Чиртен сыхланас тесен выльăх тытакансен урнинчен прививка вăхăтра тумалла; кушаксене, йытăсене, ытти чĕрчуна тытас енĕпе вырăнти администраци йышăннă правилăсене çирĕп пăхăнмалла; чир паллисене асăрхасан тÿрех ветеринари специалистне кăтартмалла; çынсене е чĕрчунсене çыртнă йытăсене, кушаксене тата ытти чĕрчунсене ветеринари учрежденине çитермелле; çынсене чирлĕ чĕрчун çыртнă е вĕсен сĕлеки лекнĕ пулсан вĕсен васкасах медицина учрежденине каймалла.
В.МАТВЕЕВ,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ.