10 октября 2015 г.
Истори учителĕнче ĕçленĕрен, нумай çул çарпа патриотизм музейне ертсе пынăран мана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе чылай калаçма тÿр килнĕ. Хăй вăхăтĕнче эпĕ вĕсен чылайăшĕн аса илĕвне çырса илнĕ.
Шăхальте çуралса ÿснĕ Егор Дмитриевич Дмитриева (1903 – 1980) фронта 1942 çулхи май уйăхĕнче илнĕ. Связист пулнă. Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннă. Вăрçă çулĕ Белоруссие, Варшавăна çитернĕ. Çĕнтерÿ кунĕччен икĕ уйăх маларах Германи çĕрĕ çинче аманнă.
Ку ялтах пурăннă Александр Павлович Павлов (1913 – 2002) вăрçă вутне 1941 çулхи октябрь пуçламăшĕнче кĕнĕ. Мускава хÿтĕлес операцисене хутшăннă. 1943 çулта 2-мĕш Украина фрончĕн йышĕпе Украинăн чылай районне ирĕке кăларассишĕн çапăçнă.
Çĕнтерĕве Прагăра кĕтсе илнĕ. Унччен нимĕçсене Тираспольте, Будапештра, Чехословакин Брно хулисенче хăваланă.
Нимĕçсене парăнтарнă хыççăн яппун самурайĕсемпе çапăçнă. Тăван килне 1946 çулхи декабрьте çеç таврăннă.
Тăшмансемпе паттăррăн çапăçнăшăн вăрçă вăхăтĕнче вунпĕр Тав хучĕ илнĕ. Икĕ хутчен «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Кăкăрне çавăн пекех Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсем илемлететчĕç.
Шăхальсем Петр Владимирович Владимиров ефрейтора, Семен Трофимович Трофимова, Василий Ефимович Ефимова та паттăрсем пек яланах асра тытаççĕ.
И.СМИРНОВ,
ветеран-историк, Шăхальти çар-патриотизм музейĕн ертÿçи, отставкăри капитан.