Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн асатте, самана салтакĕ…

10 октября 2015 г.

Ман мăн асатте Пантелей Егорович Егоров сержант Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Белоруссие, Польшăна, Германие витĕр тухнă, ку çĕршывсене фашистла хура тăшманран хăтарма паттăррăн çапăçнă. Çакна унăн наградисем витĕмлĕ çирĕплетсе параççĕ. Акă, «Паттăрлăхшăн» медалĕ. 1943 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче стрелоксен 70-мĕш дивизийĕнчи 68-мĕш полкĕнче кăларнă приказра каланинчен: «Августăн 18-мĕшĕнчен пынă çапăçусенче П.Е.Егоров сержант минометчиксен ротин расчечĕпе çар задачисене ăнăçлă пурнăçланă, хăй чăнахах та тавçăруллă, ăста командир пулнине кăтартса панă».

1944 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçлĕ пулать. Стрелоксен 222-мĕш дивизийĕн 0121 номерлĕ приказĕпе пĕрле тăратнă награда листинчен: «Егоров юлташ вăрçă пуçланнăранпах фронтра. Виçĕ хутчен аманнă. Сталинградшăн нимĕç захватчикĕсемпе мотострелоксен 17-мĕш бригадинче, стрелоксен 68-мĕш полкĕнче çапăçнă, миномет расчечĕн наводчикĕ, командирĕ пулнă, Гомель, Витебск направленийĕсенче, Сож юханшывне хирĕç хытă тапăннине пăхмасăр чĕррĕн каçнă чухне хăюлăхĕпе палăрнă, нумай хутчен аманнă пулсан та хăвăртрах сывалса строя тăма васканă».

1945 çулхи майăн 15-мĕшĕнчи 053 номерлĕ приказпа пĕрле тăратнă награда хутĕнчен: «Германири Обер Линдов ялне тытса илнĕ чухне П.Е.Егоров хăйĕн расчечĕпе нимĕçсен контр-атакисене тупăран тÿрĕ наводкăпа путлантарнă, фашистсен 20 автоматчикне тĕп тунă. Çапла пехотăна часрах атакăна çĕкленме хавхалантарнă». Пантелей Егоровича çакăншăн Тăван çĕршывĕн Аслă вăрçин 2-мĕш сыпăкри орденĕпе наградăланă. Унăн ытти наградисем: «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медалĕ, «Берлина илнĕшĕн» медалĕ, «Германие çĕнтернĕшĕн» медалĕ – виççĕшĕ те СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ 1945 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе панăскерсем.

Туçи Мăрата вăрçăран 54 фронтовик таврăннă. Пантелей Егоровича килте мăшăрĕ Клавдия Григорьевна, виçĕ ачи – Евдокия, Николай тата Мария кĕтсе илнĕ. Каярахпа Тамара çуралнă. П.Е.Егорова кĕçех колхоз председательне суйланă. Пилĕк çул халăхпа пĕрле кун-çĕре уямасăр хуçалăха ура çине тăратма тăрăшнă хыççăн кăштах канăç курма шут тытнă. Вăрнар лесничествинче, колхозра хурт-хăмăр хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Шел, суранĕсене пула çур ĕмĕрне те пурăнса çитереймен. Совет саманин паттăр салтакне тăванĕсем манмаççĕ, унăн пил-халалне хăйсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тÿрре кăларма тăрăшаççĕ.

Евдокия Пантелеевна вăтăр çул хушши тăван колхозăн ятлă-сумлă çынни пулчĕ, мăшăрĕпе тăхăр ача ÿстерсе çын турĕç. Николай Пантелеевич Çĕнĕ Шупашкарта 6-мĕш автобазăра 32 çул водительте ĕçлерĕ. Пирĕн те, кĕçĕнреххисен, мăнукĕсен, вĕсенчен тăрса юлас килмест.

Милена АНДРЕЕВА,

П.Е.Егоровăн кĕçĕн мăнукĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика