Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Берлина илнĕ авиатор

10 октября 2015 г.

Паттăр авиаторăн, Георгий Игнатьевич Игнатьев гварди старшинин фронтри кун-çулне, çапăçури эпизочĕсене Николай Стуриков писатель-очеркист 1985 çулта Шупашкарта патшалăх издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекинче тĕплĕ çырса кăтартнă. Вăрнарсене унпа паллă таврапĕлÿçĕ тата ентешĕ Виталий Воробьев «Тăван ялăм Уравăш» кĕнеки урлă паллаштарнăччĕ. Ун çинчен çырса кăтартни «Астăвăм» сборникре те пур (Вăрнар – 1995). Çĕре кĕрес умĕн пĕрер çул маларах Георгий Игнатьевич хăйĕн асаилĕвĕсене хăварнă. Кĕскен калас-тăк, Г.Игнатьев – Вăрнар енĕн ятлă-сумлă пысăк патриочĕ, çамрăк йăх-ăрушăн унран тĕслĕх илмелли нумай.

Вăл 1921 çулта Уравăшра колхозниксен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта, авиаспециалистсен шкулĕнче вĕреннĕ. 1942 çулта компарти ретне тăнă. Çарти характеристикинчен: «Полкри чи сатур механиксенчен пĕри. Специальноçне пĕрмай малалла вĕренсе туптама хатĕр. И-16 самолетсен ăста авиамоторисчĕ – авиамеханикĕ пулнă. Матчаçĕ вĕçеве тĕплĕ хатĕрленĕшĕн ăна нумай хутчен тав тунă. Авиатехниксен шкулĕнче вĕренмешкĕн сĕнес...». Ку вăхăтра авиамеханик ИЛ-2 самолетсене тăшманпа тытăçмашкăн вĕçсе хăпарма 250 хутчен хатĕрленĕ, 120 самолета юсамашкăн хутшăннă. Вăрçă пуçламăшĕнче истребительсен 2-мĕш авиаполкĕнче, штурмовиксен 285-мĕш полкĕнче тăнă. Кĕçех ку полка Суворов орденлĕ Хĕрлĕ Ялавлă 58-мĕш гварди авиаполкĕ теме тытăннă. Унăн вăрçăри çулĕсем: Кăнтăр фрончĕ (1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ), Хĕвеланăç фрончĕ (1941 çулхи октябрь), Дон фрончĕ (1942 çулхи август), Центральнăй фронт (1943 çулхи апрель), Пĕрремĕш Белорусси фрончĕ (1944 çулхи июль). Тав туса панă хучĕсем вăл Бобруйска, Варшавăна ирĕке кăларнине, Берлина, Ратенау, Шпандау, Потсдам, Бранденбург хулисене тыткăна илнине çирĕплетсе параççĕ. Наградисем: «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медалĕ (1943 çулхи майăн 19-мĕшĕ), «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медалĕ (1944), Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (№ 2145951), «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медалĕ (1945), «Берлина илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медалĕсем, ыттисем.

Европăна салтак аттипе çаврăннă хыççăн ăна, çапах та, 1946 çулта Тăван çĕршыва сыввăн таврăнмашкăн Турă пÿрнĕ.

Уравăшра 1947 çулхи августăн 23-мĕшĕнче туй кĕрленĕ: Юра-Георгий Ольăпа – Ольга Ивановна Красновăпа пĕрлешнĕ. Вĕсем пилĕк ывăл пăхса ÿстернĕ: Александр, Геннадий, Вячеслав, Владимир, Вениамин. 1947 – 1956 çулсенче Георгий Игнатьевич Вăрнарти МТСра ĕçленĕ, ячĕ ку станцин Хисеп кĕнекине çуллен çырăнса пынă. МТСсем хупăннă май механик Уравăшри вăтам шкула куçнă, ачасене алĕç ăсталăхне хăнăхтарнă, хăй те вăтам пĕлÿ туянни çинчен алла аттестат илнĕ. 1973 çулта КПСС Вăрнар район организацийĕн партконференцине хутшăннă, партипе общество ĕçĕнчи активлăхĕшĕн райкомпа райĕçтăвком Тавне тивĕçлĕ пулнă.

67 çуллă кĕске те пархатарлă ĕмĕрĕнче Георгий Игнатьевич çур ĕмĕрне ытла Тăван çĕршывшăн çапăçса тата мирлĕ фронтра хĕрÿллĕн ĕçлесе ирттернĕ. Ăна Уравăш масарĕнче пытарнă. Вил тăприйĕнчен чĕрĕ чечек татăлмасть.

Кирилл ФЕДОРОВ, Вăрнарти вăтам шкул.

Мария ВАЗЯНГА, Уравăш шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика