Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмакаран пушар ан тухтăр

10 октября 2015 г.

Ку тапхăр тĕлне районта 40 пушар пулнă, унта 3,5 миллион тенкĕлĕх пурлăх сиенленнĕ. Икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Вут-çулăм ытларах уйрăм çуртсенче тухнă: ку мĕнпур пушарсен 84 проценчĕ. Инкексен тĕп сăлтавĕсен шутĕнче – хутса ăшăтмалли кăмакасен тата тĕтĕм çулĕсен юсавсăрлăхĕ, вĕсемпе тĕрĕс мар усă курни.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче акă ку сăлтавпа районти пĕр хуçалăхра мунча çунса кĕлленнĕ. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Мачамăшра мунча кăмакине вырнаçтарнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнине пула хуралтăсем тĕп пулнă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче Шĕнер Ишекре кăмака тĕрĕс мар ĕçленипе мунча çунса кайнă.

Аса илтерме! Кăмакасенчен пушар ан тухтăр тесен çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

кăмакасене шалти е пÿлĕме уйăракан стена çумне вырнаçтармалла. Енчен ку стенасем витĕр тĕтĕм çулне кăларма май килмест-тĕк, ăна валли ятарлă тăрпасемпе усă курмалла. Стенан çунман материалтан пулмалла;

хытă топливăпа ĕçлекен кăмакан тĕтĕм çулĕсенче 15х15 миллиметртан кая мар шăтăклă юшкă пулмалла;

тĕтĕм тăрпине кирпĕчрен 120 миллиметртан кая мар хулăнăш е 60 миллиметртан кая мар хулăнăш вĕрие чăтăмлă бетонран çĕклемелле, тĕпĕнче кĕл тасатма 250 мм тарăнăш хупăнакан шăтăк хăвармалла. Тĕтĕм çулĕсем валли асбоцементлă тăрпапа е заводра туса кăларнă тутăхман пухăнакан тимĕр изделийĕпе усă курма юрать. Анчах вĕсем кăмрăкпа хутакан кăмакасем валли каймаççĕ. Тĕтĕм çулĕсен çÿлти пайĕ çурт тулашĕнче вырнаçнă пулсан кирпĕч стенан хулăнăшĕ -20оС температурăна шута илсе – 380, -20–-30оС температурăна шута илсе – 510, -30оС температурăран пĕчĕкрех пулнине шута илсе 650 миллиметртан çÿхерех пулмалла мар;

çунакан материалсенчен тунă тата кăмакасемпе, тĕтĕм çулĕсемпе тачă тăракан строительство конструкцийĕсене вĕрие чăтăмлă устройствăсемпе хÿтĕлемелле. Маччана тимĕр листи çапмалла е тимĕр сеткăпа штукатурка тумалла.

Тимлĕ пултăр! Правилăсене çирĕп пăхăнăр!

Раççей МЧС-ĕн

Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн

Вăрнар районĕнчи асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика