10 октября 2015 г.
Ыхра валли йăрана тĕрĕс суйламалла. Пăрçа-фасоль, хăяр, помидор, купăста, çĕрулми ÿснĕ вырăн аван. Сухан хыççăн ыхра лартмалла мар. Хĕлле çил çапакан, çуркунне шывланса тăракан е юр вăрах выртакан лаптăк та ыхрашăн юрăхлă мар.
Пирĕн тăрăхра ыхра лартмалли вăхăт – октябрь уйăхĕ. Лартнă хыççăн сивĕсем пуçланиччен ыхра тымарланса ĕлкĕрмелле. Симĕс çулçă кăлармалла мар. Çулçă тухма пуçланă ыхрана хĕл каçма йывăртарах. Лартиччен 2–3 эрне маларах йăран хатĕрлемелле. Тăпрана кăпкалатмалла, çумкурăк тымарĕсене пуçтармалла, йăрана лайăх çĕрнĕ тислĕк сапса сÿрелесе тикĕслемелле. Лартас умĕн касăсем туса тухмалла, касăсене кăштах кĕл, хăйăр сапмалла, çĕр типĕ пулсан шăвармалла.
Ыхрана 3–5 см тарăнăшне – вĕтĕ шăлсене 5–7 сантиметртан, шултрисене 10–12 сантиметртан лартмалла. Касăсем хушши 20 см яхăн пулмалла. Ыхра шăлне алăпа хытă пусса тăпрана тăрăнтармалла мар. Ÿснĕ чухне тымарсем ыхрана çÿлелле çĕклеççĕ. Ыхра хĕлле шăнса сиенленме пултарать, тухăç чакать. Ыхра шăлĕсене лартнă касăсене тăпрапа сапса тикĕслемелле, йăрана пăчкă кĕрпипе е типĕ çулçăпа хупламалла. Кĕр типĕ пулсан пĕр-икĕ хутчен шыв сапмалла.
Хĕлле йăран тĕлĕнче юр сахал пулсан тавраран илсе хулăнлатма юрать. Юр-«кĕрĕк» айĕнче ыхра шăнмасть.