Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асри ентешĕмĕр

07 октября 2015 г.

Шĕнер тăрăхĕнчи вулакансем «Пĕчĕк ялăн сумлă çăлтăрĕсем» тĕрленчĕкпе пĕр кăмăллăн хавхаланса паллашнине асăрхарăм. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат пархатарлă ентешсене – Вăрнар тăрăхĕнчен катара пурăнаканнисене те манмасть, ку пире савăнтарать.

Юрий Иванович Карачевскийпе (паспортпа тата энциклопедире вăл Георгий, ăратран çывăххисем Юрий теме хăнăхнă) эпĕ ман мучипе кинемей – Арсентий Матвеевич Матвеевпа Ульяна Макаровна Макарова урлă тăванлă.

Космос ĕçченĕ пирки хаçатра вуланă май, кивĕ сăнÿкерчĕксене пăхкаларăм. Акă, Юрикĕн ашшĕпе амăшĕ: мĕн тери таса та тирпейлĕ, маттур çынсем! Акă, тулли, чипер сăн-питлĕ салтак фотопортречĕ: Юрий Иванович ăна Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче тăнă чухне 1961 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче ÿкерттернĕ. Вăл çар отличникĕ, чи аслă класлă специалист, спорт енĕпе чылай ăмăртусен çĕнтерÿçи...

Тăванăмăрпа чăн-чăнласа мăнаçланас килет! Шкултанах, çамрăкранах çĕршывăмăра юрăхлă, кирлĕ çын пуласшăн çуннă-çке-ха.

Акă, Юрий Карачевскин Арсентий Матвеев патне янă çырăвĕ. Сăмахсем, йĕркесем шăрçа тирнĕпе пĕрех тикĕс те илемлĕ. Чăвашла чĕлхи – чăн-чăн çыравçă чĕлхи. «...Германие кĕнĕ çул çинче эпĕ сирĕн ялти Максимов Валеркипе тата Генăсемпе пĕрлеччĕ. Чăвашсенчен халь вара манпа пĕр ача та çук. Службăра пурте йĕркеллĕ, мана йывăр мар. Хисеплĕ Мучупа Килемей, пускилĕрсене манран салтакла хĕрÿ салам!..».

Ман шутпа, Ишлĕре (ялта) е Аçăмçырминче (шкулта) пĕр-пĕр паллă вырăна Георгий Иванович Карачевский ячĕпе хисеплеме юрать. Унпа Юпшик Ялтăрари Василий Ильич Ильин (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, нумай çул хушши Аçăмçырми вăтам шкулĕн директорĕ) тата Вăрнарти Владимир Александрович Александров (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, нумай çул хушши Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕ) яланлăха тачă çыхăнуллă. Вĕсем те ман сĕнĕве килĕштерессе шанатăп.

Нина СМИРНОВА.

Чăрăш Ишек.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика