03 октября 2015 г.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Борисович Моторина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне лартасси çинчен калакан Указа алă пуснă. Çав кунах регион ертÿçи тин çеç çирĕплетнĕ премьер-министрпа тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа канашлу ирттернĕ. Иван Моторин республика ертÿçине ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен çĕнĕ структурипе паллаштарнă.
Ăна тухăçлă ĕçлеттерес тĕлĕшпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне пулăшакан икĕ çум çирĕплетме йышăннă. Хăйсене уйăрса панă тивĕçĕсене кура вĕсем министерствăсемпе влаçăн ытти органĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрĕç.
Иван Моторин палăртнă тăрăх, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинчен Чăваш Республикин ,çпе социаллă хÿтлĕх министерстви йĕркелеме йышăннă. Çапла майпа хальччен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ĕçпе тата социаллă аталану енĕпе пурнăçланă ыйтусен пĕр пайĕ çĕнĕ министерствăна куçать. Кивви Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ятлă пулать.
ЧР Чĕрчунсен тĕнчипе çыхăннă объектсене сыхлакан, тĕрĕслекен тата вĕсемпе усă курассине йĕркелекен патшалăх службине пĕтереççĕ, унăн ĕçне ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви пурнăçласа пырĕ.
ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви патшалăх комитечĕн шайĕнче юлĕ.
Виçĕмкунхи Указпа Михаил Игнатьев Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи пулма çирĕплетнĕ.