03 октября 2015 г.
Çын ватăлать, ачасем, мăнуксем ÿсеççĕ, ватăсене манса кайманни, хисеплени савăнтарать. Октябрĕн 1-мĕшĕнче медицинăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем тĕп больницăн акт залне йышлăн пуçтарăнчĕç. Шупашкара ĕçпе кайнă тĕп врач Николай Антонович Тинюков та çитрĕ. Маларах пире унăн заместителĕ Надежда Ефимовна Николаева саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Николай Антонович больница пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Терапи уйрăмĕн пуçлăхĕ Рена Николаевна, Калининăра тĕп врач пулса ĕçленĕ Зоя Павловна ватăсене ăшшăн саламласа калаçрĕç. Ветерансене тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç.
Надежда Ефимовна, Людмила Владимировна, Петр Константинович ветерансемпе питĕ кăмăллă пулчĕç. Тавтапуç пире килелле машинăпах ăсатнăшăн.
Н.ПАРАМОНОВА.