Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача шкула килмен-и? Пăшăрханма сăлтав пур…

03 октября 2015 г.

Кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Уфара 96-мĕш лицея çитиччен темиçе вун метрти гаражсем çывăхĕнче 11 çулхи хĕрачан виллине тупнă. Следовательсен версийĕпе, 5-мĕш класра вĕренекене амăшĕ вĕренÿ заведенийĕ патне кăшт кăна çитмесĕр ăсатса хăварнă. Хĕрачан 180 метр утмалла пулнă, анчах та вăл шкула çитеймен. Виолеттăн амăшĕ кăнтăрла хыççăн шкула килсен тин хĕрĕ уроксенче пулманнине пĕлнĕ. Мăшкăлласа вĕлернĕ паллиллĕ ачан ÿтне каçхине кăна тупнă.

Раççей Следстви комитечĕн регионти управленийĕ çак тискерле ĕçе маларах та суд тенкелĕ çине мăшкăлланăшăн ларнă 36-ри арçын тунине палăртнă. Тĕрмерен ăна срок çитиччен маларах 2011 çулта кăларнă. Арçынна тытса чарнă.

Шел те, кунашкал тĕслĕхсем пулаççĕ. Ку инкек пурне те пырса тивме пултарать. Класс ертÿçисен, шкулăн пĕтĕмĕшле ача урока çÿренине тĕрĕслемелле. Уфари тискерлĕх ку енĕпе йĕркелĕх çуккине çирĕплетрĕ. Хĕрача пĕрремĕш урокра пулман, анчах та çакă амăшĕ шкула килмесĕр те никама та хумхантарман.

Енчен те ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ шкула килмессине маларах пĕлтермен пулсан, класс ертÿçин, шкул администрацийĕн ку сăлтава çийĕнчех тĕпчесе пĕлмелле.

Ку ыйтупа Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Павел Астахов ятарлă хушу е сĕнÿ кăларма сĕнсе Раççей Вĕрентÿпе наука министерствине тухнă.

В.РАФИНОВ,

Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен

уполномоченнăйĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика