03 октября 2015 г.
«Савнă ялăм – Уравăш, хула пулас сасси пур». Çапла юрланă ман аттепе анне ĕмĕрĕнче. Пирĕн яла Петр Иванович Орлов çырничен пĕр ĕмĕр ытла – 112 çул каяллах ку тăрăхра кăна мар пĕлнĕ («Уравăш» поэмăна 1903 çулта çырнă, вăл 1918-мĕшĕнче «Чухăнсен сасси» хаçатра пичетленнĕ).
Утарпала Уравăш
Карап ращи умĕнче
Хисепленсе лараççĕ.
Уравăшăн çĕрĕсем –
Тыр пулакан вырăнсем...
Халь купăста лартакан пур-ха, анчах кунта чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ тырпул тăвакан колхоз та, совхоз та çук.
Уравăш ял илемлĕ
Йăмра, çăка йывăçпа,
Ун çумĕнчи садсемпе...
Урлă утма – ик çухрăм,
Тăрăх утма – виç çухрăм,
Тавра виçсен – çич çухрăм...
«Уравăш» ятлă поэмăсенче, П.Орлов çырнинче те, Чикун Мишши (Никифор Яковлевич Цыганов) 1977 çулта пичетленинче те чиркÿпе кантур çыннисем (пуп, тиечук, сутниксем, старшинасем) аташса алхаснине нумай сăнланă.
Ĕлĕк чухне, авалта,
Асаттесем пур чухне,
Кантур яла киличчен
Халăх питĕ лăпланса
Пĕрле лайăх пурăннă.
Çавсем вара иккĕшĕ,
Кантурĕпе хупахĕ
Пăсса янă çынсене...
Кантурсем, хупахсем, Яхварсемпе Илюккасем халь те пур. Çавсем ĕнтĕ çаплах-ха пурнăç тытаканнисем. Юрать-ха, çарамаслантарса, никама та сак çине çыхса хурса хулăпа хĕнемеççĕ...
Уравăш чăнах та илемлĕ вырăнта. Юханшывсем – сылтăм енĕпе Апнерка, сулахайра Санар. ,лĕк вĕсем тăрăх шыв арманĕсем тытнă. Кĕперĕсем капăрччĕ. Çĕрпелти Питрава Мăн урампа пирĕн витĕр çÿретчĕç. Чикун Мишшин «Ухиван» сăввинчен: «Уравăша çурмаран пайлать çырма – Ухиван. Урлă каçса çÿреме кĕпер хывнă юманран. Лав çырмана каясран чĕнтĕр тунă хунавран. Çу эрнийĕ пуçлансан хыт шавланă Ухиван. Ватăсем те, каç пулсан, кунта пухăннă ялан. Хĕрпе каччă тĕл пулсан, Ухиванпа паллашсан, вĕсем хуйхă та курман, виличчен те уйрăлман...». Çырма тăрăх шывĕ тасаччĕ, мĕншĕн тесен çăлкуçсем, пĕвесем нумайччĕ. Пахчасем, улмуççи сачĕсем хитреччĕ. Ялта çăвĕпех пыл-карас шăрши тăратчĕ.
Ял вăрçă тухас умĕн тапранчĕ. Чылай çемье Авруйне, Юпаллăна, Спотара, Пăкăяна, Тарăнвара куçрĕ. Майăн Пĕрремĕшĕ ячĕпе хисепленнĕ колхозран унăн правленине, шкула, почтăпа перекет кассин, халăх сучĕн, çĕвĕ мастерскойĕн çурчĕсене, магазинсене лайăх астăватăп. Хĕрĕх вырăнлă больница (аптекăпа пĕрле) пирĕн сывлăха тĕрĕслесех тăрса сыхлатчĕ. Шăл тухтăрĕ В.Филиппов хăватлă ĕçлерĕ, ун патне пĕтĕм тавраран, Вăрнартан та çÿретчĕç.
1939 çулта яла СССР Аслă Канашне суйлама 504-мĕш Вăрнар округĕнчен тăратнă кандидат – Совет Союзĕн Геройĕ Петр Иванович Пумпур генерал-лейтенант килсе çитнĕ ятпа питĕ пысăк чаплă уяв туса пачĕç. «Уравăш пасарĕ» кĕрлесе кăна тăрать – унта та кунта хуткупăс карăнса-пĕрĕнсе савăнать, пĕтĕм халăх юрлать – мĕн тери капăрччĕ! Урăх пĕр суйлавра та унашкаллине курман. Унтанпа ĕнтĕ клубне те çунтарса ячĕç. Ялсоветне Хирпуçне куçарчĕç. Эпĕ хĕрĕх çул колхоз-совхоз фермисенче ĕçлерĕм. Машинăпа çĕршер ĕне сăваттăмăр. Лаша, чăх-чĕп, сурăх, сысна кĕтĕвĕсем виçесĕр тытнă, çурасене килсем тăрăх та валеçнĕ – усра тулĕк, какайлă пул! Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплексран мĕн тăрса юлнине пăхса тăнă чухне чĕре чиксе ыратса килет. Уравăшăн хайхи тахçан поэмăра каланă паха çĕрĕсемпе çичĕ ютран тапăннисем кăна кăштăмăн усă куркалаççĕ.
Эп каланине паянхи шкулта ларакансем, ялти çамрăксем пĕлмеççĕ паллах. Уравăш ялне малалла аталантарма шухăшлакан çынсем пур-ши; Çак ыйту, ман шутпа, пуринчен те ытла çитĕнекен ăрăва, хăмăрăн ял-йыша канăçсăрлантарма тивĕç.
Александра ВОРОБЬЕВА.