Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимшĕнех кÿрентерчĕç…

03 октября 2015 г.

Хисеплĕ редакци! Эпĕ сирĕн хаçата хам ĕмĕрĕпех вулатăп, кашни кун кĕтетĕп. Сирĕн пата чун кÿтнипе çырас терĕм.

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Вăрнара килмелле пулчĕ, Калинино райповĕн вокзал патĕнчи лавккине кĕтĕм, унта 2 килограмлă çăнăх туянас терĕм. Куç япăх курнă пирки (эпĕ пĕрремĕш ушкăнри инвалид) «Алейка» вырăнне урăххине илнĕ пулнă. Ку пачки икĕ хут хаклă иккен, кун пекки кирлĕ мар терĕм, улăштарма ыйтрăм. Анчах сутуçă: «Кассăпа çапнă», – терĕ.

«Эсĕ, – терĕ тепĕр сутуçă, – çавнашкал хĕрарăм, ывăлу та сан çавăн пек». Ывăлĕ тата мĕншĕн айăпа кĕчĕ-ши; Вăл Упнер шкулĕ хупăниччен унта тракторпа ĕçлерĕ, халĕ мана пăхать. Упнер ялĕнче почтальонра ĕçлекен кинĕн ятне те вараларĕç. Юлашкинчен тăтăм-тăтăм та тепĕр сутуçи мана 100 тенке тавăрса пачĕ, уншăн ÿксе вилмес, терĕ. Эпĕ те ÿксе вилместĕмччĕ пулĕ, анчах та çынсем умĕнчех темĕнтепĕр каласа пĕтерни чĕренех пырса тиврĕ, киле çитсен те часах лăпланаймарăм, юн пусăмĕ хăпарса кайрĕ.

Эпĕ Вăрнар поселокĕнче 21 çул почтальонра ĕçленĕ. Çынсемпе лайăх калаçнă, вĕсене ăнланнă. Халĕ те кулянатăп мĕншĕн кĕтĕм-ши ку магазина çав вăхăтра тесе. Ку çырăва чун кÿтнипе çыртăм, куç курманнишĕн чун ыратнишĕн.

Любовь АЛЕКСАНДРОВА.

Хапăс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика