03 октября 2015 г.
Кĕрхи призыв пуçланас умĕн Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри следстви управленийĕ çар службинчен пăрăннипе çыхăннă уголовлă ĕçсене тĕпчес ĕçе пĕтĕмлетнĕ.
2014 çулта пĕтĕмпе 22 уголовлă ĕç пуçарнă, кăçал ку таранччен – çиччĕ.
Пирĕн районтан пĕлтĕр салтак аттине тăхăнассинчен иккĕн тарса çÿренĕ.
Аса илтерме, çартан пăрăнакансене икĕ çул таран ирĕкрен хăтарма, икĕ çул таран вăйпа ĕçлеттерме, 200 пин тенкĕ таран штраф хума пултараççĕ. Анчах та уголовлă явап тыттарни кунашкаллисене çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен хăтармасть. Штрафа вăхăтра тÿлеменни ирĕклĕх хакне тăма пултарать.
Раççей СК Чăваш енри управленийĕн
Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.