03 октября 2015 г.
Иçĕм йывăçĕ ытти тĕмпе пĕрле япăх ÿсет. Ун валли ятарлă лаптăк пулни лайăхрах. Хĕвеллĕ те çилтен хÿтĕ вырăна килĕштерет вăл. Тĕмĕсен речĕ çурçĕртен кăнтăралла тăсăлмалла. Иçĕм шурлăхлă, тăварлă тăпрасăр пуçне кирек епле çĕр çинче те аван ÿсет.
Пĕр çулти хунав – ÿстермешкĕн чи юрăхли. Вăл виçĕ е ытларах тымартан, 3–4 папкаран тăмалла. Ăна лартма 70–80 сантиметр сарлакăш, çавăн чухлех тарăнăш шăтăк чавмалла. Тăпран çÿлти чи пулăхлă пайне уйрăм купана хумалла. Ăна тислĕкпе (2–3 витре çителĕклĕ), кали, фосфор имçамĕсемпе (0, 5 килограмм), йывăç кĕлĕпе (1–2 килограмм) хутăштармалла та шăтăка 50 сантиметр туличчен ямалла. Путăка йывăç шалçа çапмалла, иçĕме ун çумне тĕревлемелле, тымарне лайăх хупласа тăпрапа витмелле, тÿрех 2–3 витре шыв ямалла. Тепĕр купара выртакан тăпрана хăйăрпа хутăштармалла, хутăшпа шăтăка хупламалла. Кĕркунне лартнă хунава 25–30 сантиметр çÿллĕш купалаççĕ.