23 сентября 2015 г.
Чăваш ен Юстици министерстви республика прокуратурипе пĕрле сентябрĕн 24-мĕшĕнче граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси пирки «тÿрĕ лини» ирттереççĕ. Çынсем ыйтусене 8(8352) 64-20-70 (доб. 1921, 1927), 62-33-53 телефонсемпе пама пултараççĕ.
«Тÿрĕ линие» Чăваш Республикин Юстици министерствин патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Валентина Николаевна Горелова тата Чăваш Республикин прокурорĕн право тивĕçтерĕвĕ тата общественноçпе ĕçлекен аслă помощникĕ Альберт Иванович Петров ирттереççĕ.