23 сентября 2015 г.
Сентябрь уйăхĕн икĕ кунĕ – 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ – тăван республикăмăршăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа асра юлĕ. Малтанхинче республика Пуçлăхне суйларăмăр тата хула, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр. Сасăлавра суйлавçăсен 58 проценчĕ бюллетень илнĕ, вĕсенчен 65,54 проценчĕ республика Пуçлăхĕ пулма хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă. Палăртса хăварар: юлашки 14 çулта республика Президентне (халĕ – Пуçлăхне) пĕр-пĕр парти сĕннĕ кандидатурăна Мускав çирĕплетнĕ-тĕк, хальхинче ирĕклĕ суйлав пулчĕ, Чăваш енре пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйĕн шухăш-кăмăлне уççăн палăртса хамăрăн пурнăçăн малашнехи 5 çулти аталанăвĕшĕн яваплине суйласа илсе çак тивĕçе пурнăçлама Михаил Игнатьева тепĕр хут шанчĕ.
Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче Михаил Васильевич тепĕр 5 çула республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă церемони пулнă. Унта Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан тата федерацин территорири влаç органĕсен ертÿçисем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организаципе учреждени делегацийĕсем, Мускавран, Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчен тата ытти çĕртен килнĕ чылай хăна хутшăннă.
Чăваш ен Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хальхи суйлав нихçанхинчен те таса, уççăн иртнине, çивĕч кĕрешÿре тăватă кандидатран Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухса çĕнтернине, суйлав протоколне çирĕплетнине каланă.
Чăваш Республикин Конституцийĕн 71-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тупа сăмахĕсене аллине республикăн Тĕп Саккунĕ çине хурса чăвашла тата вырăсла каланă, унтан должноçа кĕни çинчен калакан Указа алă пуснă.
Михаил Игнатьева Чăваш ен Пуçлăхĕн должноçне иккĕмĕш хут йышăннă ятпа сумлă хăнасем саламланă, вăл республикăшăн тунă ырă ĕçсене палăртнă.
Михаил Игнатьев хăйшĕн сасăланă суйлавçăсене шаннăшăн чĕререн тав тунă.
– Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă май эпĕ хамăн тăван халăх, çуралнă Çĕршыв умĕнчи пысăк яваплăха туллин туйса тăратăп.
Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Владимирович Путина мана пысăк шанăç кÿнĕшĕн уйрăммăн тав тăватăп.
Ытти кандидатсемшĕн сасăланисене те тав. Суйлав – политика кĕрешĕвĕ, анчах вăйă мар. Эппин, кунта выляса янисем çук, пурте хисепе тивĕç, пурин те пĕр тĕллев – хамăрăн Чăваш енри пурнăçа лайăхрах тăвасси. Мĕнпур программăна пĕрлештерме, чи лайăх пуçарусене ĕçе кĕртме пултаратпăр тесе шухăшлатăп.
Эпир пурте экономикăн чăн секторне, промышленноçа, строительствăпа ял хуçалăхне пулăшассине, импорта улăштаракан çĕнĕ производствăсем йĕркелессине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассине, медицина пулăшăвĕпе пурте усă курма пултарассине тата унăн пахалăхне лайăхлатассине, вĕрентÿ инфратытăмне çирĕплетессине, поселоксене тата хула округĕсен микрорайонĕсене хăтлăлатассине республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче куратпăр.
Паян вăйлă та тăнăç республикăра çынсене пурне те социаллă тĕрĕслĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ, кашни çын тата кашни предприниматель хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли пĕтĕм услови пур.
Эпĕ 2016 çула Чăваш енре ,ç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтертĕм. Чăн-чăн ĕçчене тата профессионала пуç таймалли вăхăт çитрĕ. Çак пуçарăва республикăн пĕтĕм общественноçĕ ырларĕ ĕнтĕ.
Çитес çулсенче çемье институтне çирĕплетес енĕпе малалла ĕçлĕпĕр, мĕншĕн тесен çемьере чăн хаклăхсем – Тăван çĕршыва юратасси, ватăсене, хамăрăн йăласене, ытти халăх йăли-йĕркине хисеплесси – йĕркеленни.
Общество организацийĕсемпе пĕрле çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевлĕ ĕçе малалла тăсăпăр. Пирĕн вăй – чун пуянлăхĕнче тата нумай нациллĕ халăх пĕрлĕхĕнче, – тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Çавăн пекех вăл агропромышленноçри çĕнĕ тĕллевсене, социаллă пурнăçпа çыхăннă кăтартусене ÿстересси пирки каланă.