Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕмĕтсем пысăк…»

23 сентября 2015 г.

Мăн Явăш ял тăрăхĕнче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе çитереймен-ха. Çак ыйту ялта пурăнакансене хумхантармасăр тăман. Кăçал Мăн Явăшра пурăнакан Петр Николаевич Самаров, çĕрпе туллин усă курас тесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕ. Çĕнĕ пуçаруçăна хăйне сăмах парар-ха.

– Çĕнĕ ĕç малтанах хăратать, шухăшлаттарать. Ир тăрсан та, каç выртсан та пĕр ыйту канăç памарĕ, – шухăш-ĕмĕтне уçса пама тăрăшрĕ Петр Николаевич. – Ялта çуралса ÿснĕрен, çĕр ĕçне ачаран кÿлĕннĕрен, выльăх-чĕрлĕх пăхса çитĕннĕрен иккĕленÿллĕ шухăш ирхи тĕтре пек хăвăрт сирĕлчĕ, çĕнĕ ĕçе кÿлĕнес туйăм вăй илчĕ. Аякра та ĕçлекелесе пăхрăм. Ял çамрăкĕ пулнăран-ши урăх ют çĕрте телей шыраса çÿремерĕм, тантăшсем ÿкĕтлесен те шавлă хулара пурăнма килĕшмерĕм. Хам çуралнă вырăнти çăкăр-тăварпа, унти сывлăшпа ÿссе çитĕннĕрен тăван ялтах йăва çăвăртăм. Мăшăрăм, Наталья Васильевна, Мăн Явăшри вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Хам выльăх-чĕрлĕх ĕрчететĕп, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне 7 пуçа çитертĕм, пăрăвĕсем те çавăн чухлех.

– Петр Николаевич, калăр-ха, тархасшăн, йывăр та яваплă, çитменнине çĕнĕ ĕçе кÿлĕнес туртăм хăçан тата мĕнле çуралчĕ; – ыйтуллăн пăхрăм ун çине.

– Юханшыв та çăлкуçсенчен вăй илсе тăрать тенешкел, предпринимательство ĕçне темиçе çул каяллах кÿлĕнсе пăхнăччĕ. Ир çитĕнекен купăстана пысăк лаптăк çинче çитĕнтерсе пăхрăм, ăна Шупашкара çитиех кайса сутă турăм, тупăшне те сахал мар куртăм. Çавăн хыççăн манăн пурнăçра пĕчĕк бизнес ĕçне кÿлĕнес туртăм çуралчĕ. Çак ĕçре тата тепĕр çĕнĕлĕх те хавхалантарса ячĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви фермер хуçалăхĕсем çĕнĕрен йĕркелесе ярас енĕпе кăçал конкурс ирттерчĕ. Çав конкурса эпĕ те хутшăнтăм, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма грант çĕнсе илтĕм. Арендăна илнĕ çĕрсен лаптăкне ÿстертĕм. Кредит илнĕ укçапа çĕнĕ йышши техника, прицеп туянасшăн, выльăхсен йышне ÿстерес тĕллевпе вите тăвасшăн. Паллах, малтанхи йывăрлăхсене çĕнме çăмăл мар, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте ывăл пулăшсах тăчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çулса рулонсем турăмăр. Выльăх апачĕ çителĕклех. Умри тĕллеве: выльăхсен шутне ÿстерессине пурнаçламаллах. ,мĕтĕм пысăк, – терĕ çĕнĕ фермер пирвайхи утăмсем пирки.

– Ăнăçу сире, Петр Николаевич, аллусем çăмăл пултăрччĕ, çĕнĕ пуçару Явăш тăрăхĕнче татах та вăй илсе пытăрччĕ, – алсене çирĕппĕн чăмăртаса уйрăлтăмăр çĕнĕ пуçаруçăпа, Петр Самаров фермерпа.

В.МОСКВИН.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика