23 сентября 2015 г.
Предприятире ĕçлетĕп, çав хушăрах инвалид ачана та пăхатăп. Кăçал 50 çул тултаратăп. Пенсие иртерех тухма ирĕк пур-ши? Тата инвалид ачасене пăхакансене çăмăллăхсем параççĕ-и;
А.НИКОНОРОВА.
Инвалид ача пăхакансем 50 çултах пенсие тухма пултараççĕ.
Сирĕн коммуналлă пулăшушăн тÿлеме çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур: çурт-йĕршĕн тÿлекен хакшăн çурринчен кая мар (енчен вăл социаллă хваттер пулсан), çавăн чухлех коммуналлă пулăшушăн (шыв, канализаци, çутă, газ, хутса ăшăтнăшăн) саплаштараççĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр.