23 сентября 2015 г.
Хаçата çырма «Ырăпа Усал» статья хистерĕ («Ç.ç.», 69 №).
Кĕçтук ачаранах ырра юратса ÿснĕ, ырăпа туслашнă, унпа пурăннă. Çут тĕнчере Ыррăн антипочĕ Усал пуррине вăл аван курса тăнă. К.Иванов Усала питленĕ, усал йăла-йĕркене, ĕçкĕ айне путнине, вăрă-хураха, çын тискерлĕхне сивленĕ.
Константин Васильевич пурнăçа юратнă, ырă çуркуннене, сарă хĕвеле, кĕмĕл пек ялтăракан тăрă шыва, çылăхсăр ачасене, ашшĕпе амăшне – вĕсен портречĕсене ÿкерсе ĕмĕрлĕх хăварни Константин таса чунлă ывăл пулнине çирĕплетет. Юлашки çулсенче хăш-пĕр тĕпчевçĕсем К.В.Иванов творчествине айлă-çийлĕ пăтратрĕç. Ку енĕпе уйрăмах Ю.Яковлев çине тăрать, унпа килĕшекенсем те тупăнкалаççĕ. К.Иванов «Нарспие» тата ытти чылай хайлавĕсене Усал сывлăш хĕтĕртсе тăнипе çырнă тесе çирĕплетесшĕн. Турри Кĕçтука çуралсанах чуптунă пуль çав, çавăнпа вăл гениллĕ поэт, ылтăн алăллă ăстаçă, художник, фотограф пулса тăнă. Библири Соломонăн «Юрăсен юрри» кĕнекине чăвашла куçарнă. Еплерех куçарнă тата!
К.Иванов таланчĕ вилĕмсĕр. «Хальхи самана» сăввинче поэт иртнĕ саманана хурласа çĕннине ырлать, ырă çынсем тупăнса ырă ĕçсем тунишĕн чунтан савăнать. Чăваш халăх сăмахлăхĕнчен илсе çырнă «Хурăн çулçи» юрă мĕне тăрать. Çав тери илемлĕ юрă, паян кун та юрласа киленетпĕр. К.В. Иванов çырнисенчен хальхи вăхăтра ача сачĕсенче усă курмалли тем чухлех. Акă вырăсларан куçарнă «Сăпка юрри» (А.Майков):
Çывăр, ачам, çывăрах,
Ыйху тутлă пултăрах!..
Е тата К.Ушинскирен:
Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕ
Пĕртте канма пĕлмерĕ...
«Нарспири» йĕркесем:
Чипер ача Сентти пур,
Чупса çÿрет урамра.
Кĕвентине утланса
Ача вылять лашалла.
Пĕчĕк ачасене чунтан юратакан воспитательсем К.Иванов çырнисемпе ĕçре усă кураççех ĕнтĕ.
К.В.Иванов сывлăхĕ хавшаса çитнине пула пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Ун чунне Турă çăлнă пуль, Усал аллине паманах. Пирĕн вара Константин Васильевич Иванова чăваш Пушкинĕ вырăнне хурса хакламалла.
И.ФЕОФАНОВА.
Хирпуç.