19 сентября 2015 г.
Ун пек пуян чунлă çын çĕр çинче сахал пулĕ. Тавракурăмĕ çав тери анлă. Ăсталăхĕ иксĕлми. Ăс-тăнĕ çивĕч. Ертсе пырас таланчĕ пысăк. Ахальтен ăна кÿршисем «ял президенчĕ» тесе каламаççĕ ĕнтĕ...
Ку вăл – Пăваялĕнчи Анна Федоровна Пескова. Сăмахне ун çинчен пуçарни ахальтен мар – виçĕмкун пултаруллă хĕрарăм Çĕнĕ Шупашкарта инвалидсем хушшинче иртнĕ «Кĕр парни» курав-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Ун ăсталăхĕпе, фантазийĕпе килĕнче ÿстернĕ пахчаçимĕçĕ сюжетлă ĕçсене çаврăннă% виноградран акă – чĕрĕп йĕпписем, хăяр-шапа çинче кăвакал-çĕрулми ишет, кукурузăсем-йĕкĕреш ачасем кабачокран ăсталанă урапа çинче ларса пыраççĕ. Арбуз карçинккинче – иçĕм çырли, панулми, груша...
Эскизĕсене Надежда Семенова библиотекарь тупса панă, Анна Федоровна çырнă тараватлăх сăввисене те вăлах компьютерпа çапнă. Çакă та хавхалантарнă 2-мĕш ушкăнри инвалида асăннă конкурса хутшăнма. Усси те пулнă – чи пысăк сумĕ ăна тивĕçнĕ.
Анна Федоровна яланхи уçă кăмăлĕпе, чăвашсен йăлипе уява хуплу та, çĕрулми икерчи те пĕçерсе кайнă. Авалхи йăлапа вĕретнĕ тутлă сăри те ытла килĕшнĕ хăнасене – пĕр тумлам та юлман.
Тĕрĕссипе, унра çак тараватлăх яланах пулнă. Районти Акатуйсенче кĕçĕн-кипексен палаткинче сĕтел яланах вăл хатĕрленĕ апат-çимĕçпе тулăх.
Пахчинчи пĕр сантиметр çĕр те пушă выртмасть, витисем выльăх-чĕрлĕхпе тулли. Юлашки çулта шăпа ăна икĕ аллине те туя тыттарнă пулин те, кахалланса лармасть вăл. Ачисене вĕрентсе пынипе пĕрлех хăй те кăшт та пулин килте тăрмашать. Кĕрÿшĕ «сан кунта страус кăна çитмест» тесе тĕксе илнишĕн те ăслă хурав тупăнать унăн. «Кĕркунне-хĕлле ашлă-пăшлă пулатпăр вĕт».
,çсĕр ларма хăнăхманран ĕнтĕ çакă йăлтах. Хăйĕн ачисене ÿстерсе кăларнă вăл. Халĕ ырă чунлă хĕрарăм усрав ачана пăхать. Çĕнĕ Шупашкарти уява хатĕрленме вăл чылай пулăшни те харама кайман – хăйĕн çуралнă кунĕнче иккĕмĕш амăшĕ ăна пĕрремĕш вырăнпа савăнтарнă.
Тепĕр ырă йăла та пур Анна Федоровнан. Кирек мĕнле уяв-мероприятире те, хăнасене кĕтсе илес чухне те чăваш тумĕ тăхăнать. Саппунĕ, кĕпи, тутăрĕ çинчи тĕррисене йăлтах хăй хывнă.
Ачаранах килĕштернĕ ал ĕçĕпе вăл ытларах хĕллехи вăхăтра телевизор умĕнче аппаланать. Чăваш тумĕсемпе атрибучĕсене чылай хатĕрлет, сăмса тутрисем тĕрлет. ,çĕсем районти куравсенче кашнинчех çынсен чунĕсене тыткăнлаççĕ. Пысăк ăсталăхĕ те курăнать вĕсенче, унтан та ытла – тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан чечексен илемĕ куçа илĕртет. «Çак чечексем ĕнтĕ мана чир пирки манма пулăшаççĕ», – тет вăл.
Анна Федоровна – ялти чи сумлă çын. Унăн шухăшĕпе, пуçарăвĕсемпе килĕшнипех ĕнтĕ ялта пĕрлехи ĕç чылай пурнăçланать: урамсене тасалаççĕ, йывăçсем лартăнаççĕ, çĕрĕшнĕ картасем юсанаççĕ, хыт-хура çулăнать т.ыт. те. Çак хисеп ун патне Кĕçĕн Кипек ял администрацийĕнче ĕçленĕ вăхăтранах тăсăлать. Анна Федоровна кунта 25 çул тăрăшнă, ку таврари ялсем валли çăмăллăх сахал ыйтман.
Пĕтĕм сăмаха тÿртен калама хăнăхнă вăл. Йăпăлтатас, ячĕшĕн çеç ырă пулас йăла унра çук. Çитменлĕхпе, тĕрĕсмарлăхпа район хаçатне çыракан статйисенче çивĕч кĕрешет. Ял çыннин, инвалидсен çăмăл мар пурнăçне сăнласа очерксем шăрçалать. Чун уçма çырнă сăввисенче те чĕрĕ пурнăç, тараватлăх, чăвашлăх малти вырăнта.
С.ЧИКМЯКОВА.