19 сентября 2015 г.
ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсене пурнăçлас ĕç-хĕлне координацилекен тата вĕсенче палăртнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевлĕ кăтартăвĕсене пурнăçланин мониторингне ирттерекен ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче сусăр çамрăксене професси пĕлĕвĕ илме тата ун хыççăн ĕçе вырнаçма пулăшас ыйтăва та пăхса тухнă.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви сусăр ачасемпе çамрăксене 28 вĕренÿ организацийĕнче професси пĕлĕвĕ парассине йĕркелени çинчен пĕлтерет. Хальхи вăхăтра 247 инвалид вĕренет: 65-шĕ – аслă, 182-шĕ вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче. Вĕсем çак специальноçсене алла илеççĕ: финанссем тата кредит, менеджмент, столяр, çĕвĕç, каменщик, сад ăсти тата ытти те. 2015–2016 вĕренÿ çулĕнче куçăн мелпе професси илмешкĕн 150 бюджет вырăнĕ палăртса хунă. 2014 çулта 133 сусăр вĕренсе тухнă, вĕсенчен 78-шне ĕçе вырнаçтарнă (58,6 %), 22-шĕ (16,5 %) пĕлÿ илессине малалла тăснă. «Меллĕ хутлăх» çумпрограммăна пурнăçа кĕртнĕ май 2014 çулта професси пĕлĕвĕ паракан 7 организацире инвалидсене меллĕ пултăр тесе чăрмавсемсĕр хутлăх йĕркеленĕ. Кăçал çакнашкал мероприятисене тепĕр 5-шĕнче ирттересшĕн.
Чăваш Республикинчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайтĕнче сусăрсем валли вакансисен, инвалидсен резюме тата вĕренсе тухнисен резюме банкĕсене вырнаçтарнă. Унти специалистсем диплом илнĕ сусăр çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшас тесе тăрăшаççĕ.